Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Икĕ ялăн - пĕр уяв

Районта ял уявĕсене ирттересси вĕçленсе пырать темелле. Иртнĕ шăмат кун, сентябрĕн 20-мĕшĕнче, Ишеккассипе Тумликасси ялĕнче пурăнакансем ял уявĕнче савăнчĕç. Ытти чухне ишеккассисемпе тумликассисем ял уявне август уйăхĕнчех ирттерекенччĕ, кăçал кĕр мăнтăрĕпе паллă тума шутларĕç пулинех. Уява пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Алина Ярабаева, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Аргандейкин тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç. Икĕ ялти чи çамрăк тата чи ватă çынсене, кăçал çемье çавăракансене, чи лайăх хуçалăх тытса пыракана тата ача-пăча площадки тăвакана, çамрăк специалиста тата ытти хастар çынсене хисеп грамотисем тата парнесем парса чысларĕç. Ялти ача садне çỹрекенсем, "Çартмас" фольклор ушкăнĕ тата чăваш эстрада çăлтăрĕсем уява пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, савăк кăмăл парнелерĕç. Спорта юратакансем вара тĕрлĕ ăмăртура вăйĕсене виçрĕç. Юлашкинчен икĕ ялăн туслă çыннисем сĕтел хушшине пухăнса тутлă хашламапа хăналанчĕç.

А.КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
24 сентября 2014
10:03
Поделиться