Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Амăшĕ те, хĕр пĕрчийĕ те маттур!

Ачкасси ялĕнче пурăнакан Лариса Иванована (Патянована) тата унăн усрав хĕрне Кристинăна районта е ял тăрăхĕнче иртекен кашни мероприятирех курма пулать. Маттурскерсем сцена çинче юрлама-ташлама та ăста, спорт ăмăртăвĕсенчен те юлмаççĕ. Лариса Ачкасси ял тăрăхĕн "Артанас" фольклор коллективĕнче пултарулăхне туптать. Кăçалхи ял уявĕнче вăл обществăлла пурнăçра активлăхпа палăрнăшăн Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Игорь Герасимовран Тав çырăвне тивĕçрĕ. Ивановсен хĕр пĕрчийĕ те уявсенче чăваш тумĕпе халăх умне тухса чăваш юррисене шăрантарать. Хĕр ачан пултарулăхĕ иксĕлми: Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекенскерне ташă коллективĕнче курма пулать. А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
22 сентября 2014
08:13
Поделиться