Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Сывлăхлă пулас килет-и? Сасăла!

Республикăри пур район администрацийĕсен сайчĕсенче, çавăн пекех www.cap.ru сайтра "Актуаллă" пайра республикăра пурăнакан пур граждана та сывлăха çирĕплетессипе тата упрассипе çыхăннă анкета ыйтăвĕсем çине хуравлама чĕнсе калани пур. Асăннă ыйтупа халăх кăмăлне пĕлесси республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство умне "Чăваш Республикин сывлăх профильне" хатĕрлесе çирĕплетме задача лартнипе çыхăннă. Малашне кашни районта "Сывлăх профилĕ" пулĕ. Çак ĕçе пурнăçлама ятарлă анкетировани ирттерни те пысăк витĕм кỹрет. Район сайтне кĕрсе анкета ыйтăвĕсем çине хуравланă май кашни çын хăйĕн сывлăхĕ пирки шухăша кайнипе пĕрлех вырăнти "Сывлăх профильне" хатĕрлеме те пулăшасса шанаççĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче. А.СЕМЕНОВА.



"Пирěн пурнăç"
22 сентября 2014
08:11
Поделиться