Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кĕске хыпарсем

- Сентябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен мĕн пур лаптăкĕн 94,7 процентне (4150 гектар) тирпейленĕ, 8074 тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Районти вăтам тухăç гектар пуçне 19 центнерпа танлашать. Кĕрхи культурăсене хуçалăхсем пĕтĕмпе 1280 гектар (64 процент) акнă.

- Нумаях пулмасть ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем учетра тăман ĕçсĕр çынсене ĕçпе, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе Тралькасси тата Мăн Этмен ял тăрăхĕсенче консультаци ирттернĕ. Кив Ирчемесре тата Пĕчĕк Этменте пурăнакан 10 çыннăн ĕçпе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравланă. Çавăн пекех çак ялсенче пурăнакан Украинăран килнĕ çынсемпе тĕл пулнă, сĕнỹсем панă.

- Музейри экспонат хăйне май пуян, интереслĕ шутланать. Акă Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ çывхарса килнĕ май районти социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертỹçи тата Атнарти, Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли çуртсен заведующийĕсем кунта пурăнакан çынсем валли районти халăх музейĕнче экскурси йĕркеленĕ. Ватăсем музейра тĕрлĕ ĕмĕрсенчи çĕлĕксен тин çеç уçăлнă куравĕпе паллашнă.

- Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен республикăри Çамрăксен театрĕ пирĕншĕн ют мар: театрăн пултарулăх коллективĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пуçласа хальхи ĕмĕрĕн малтанхи çулĕсенче Хĕрлĕ Чутай салинче хăйĕн филиалне ĕçлеттерчĕ. Вăл çулсенче хĕрлĕчутайсем вун-вун спектакль курса савăнма пултарчĕç. Юлашки вăхăтра çыхăну татăлчĕ... Акă нумаях пулмасть эпир сентябрĕн 19-мĕшĕнче театр коллективĕ районта "Айтар" драма кăтартассине пĕлтĕмĕр. Унта театрăн пĕтĕм труппи хутшăнать.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
17 сентября 2014
13:34
Поделиться