Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачасемпе пĕрле выляр

Ача тата вăйă пĕр-пĕринпе уйрăлми çыхăннă. Вăйă ачана сывлăш пекех кирлĕ. Унсăр вăл ỹсеймест. Вăйăра ача ăс-тăнĕ, тавра курăмĕ туптанать, сывлăхĕ çирĕпленет, вăл ушкăнпа пурăнма тата ĕçлеме хăнăхать. Вăйăрах пепке пултарулăхне, çут çанталăк хăйне çеç панă "хăвата" тĕрĕслет. Вылянă чухне ача пултарулăхĕ пур енлĕн аталанать, çавăнпа та вăйă аталанăвне ертсе пымалла. Çак ĕçе кирлĕ çулпа илсе пымалли чи тухăçлă мел вăл _ воспитательсем те, килте ашшĕ-амăшĕ те вăйăсене ачапа тан хутшăнни. Ача чун-чĕрине тĕрĕс аталантарас, ăна çынсен тĕнчипе хастар та ирĕклĕн хутшăнма хăнăхтарас ĕçре сюжетпа роль вăййисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Кĕçĕн ỹсĕмри шăпăрлансем вĕсемпе паллашаççĕ кăна пулсан, аслă ỹсĕмрисем хăйсемех рольпе выляççĕ. 2-3 çулхи пепкесене уйрăмах пуканесемпе усă курмалли вăйăсем выляттармалла. Тĕслĕхрен: "Лена пукане уçăлса çỹрет", "Пуканене çывăрма вырттарни" тата ытти те. Ачасемпе лайăх пĕлекен кулăш сăвăсене, юрăсене, юмахсене, такмаксене инсценировка ("Мулкач", "Çерçисем тата кушак аçи"...) туни усăллă. 4-5 çулхи ачасемшĕн театрти евĕр йĕркеленĕ, сюжетлă дидактика тата професси çинчен пĕлнине çирĕплетмелли вăйăсен пĕлтерĕшĕ ỹсет. 5-6 çулта театрализациленĕ вăйăсем малта пыраççĕ. Ачасен пурнăçĕнче пултарулăх вăййисем хыççăн правилăсем тăрăх вылямаллисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем ачасен ĕç-хĕлне харпăр хăй тĕллĕн йĕркелемелли тĕп форма пулса тăраççĕ, çавăн пекех ачасен ỹт-пỹỹ, ăс-тăн, нравственность, эстетика аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Ачасене тĕрлĕ рольлĕ, вăрах вăхăтлăх вăйăсене ытларах явăçтармалла. Вĕсене хатĕрленме вĕрентни те (вăйăра усă курмалли япаласене, декораци тума хăнăхтарни, сюжета ăслани) пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун пек вăйăсене ушкăнри ачасен пысăкрах пайне хутшăнтарма пулăшас пулать. Тĕслĕхрен, "Библиотека", "Театр", "Экспедици"... Аслисен ачасемпе пĕрле хутшăнса вăйă юхăмне çĕнетме тăрăшмалла, ачасен пуçарулăхне ỹстермелле, вĕсен пултарулăхне туллин кăтартма майсем туса памалла.

А.САРИНА, "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ.



"Пирěн пурнăç"
17 сентября 2014
13:31
Поделиться