Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Выльăхсене - тутă та ăшă хĕл

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма 3788 тонна утă (130 процент), 8260 тонна сенаж (97,4 процент), 1512 тонна силос (19,9 процент) хатĕрленĕ. Пĕр условнăй выльăх пуçне 22,5 центнер апат единици янтланă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕтĕмпе 2575 пуç мăйракаллă шултра выльăх (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 90,5 процент), 941 ĕне (82,8 процент), 2974 сысна (110,4 процент) шутланать. Вĕсене хупса усрама хуçалăхсенче 24 выльăх-чĕрлĕх объекчĕ пур. Паянхи кун тĕлне вăл шутран 22-шне (92 процент) хĕле хатĕрлесе çитернĕ.

Алевтина Елизарова, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ:

- Хальхи вăхăтра фермăсене хĕле хатĕрлес ыйту пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Ку енĕпе хуçалăхсем çичĕ миллион тенкĕ тăкакларĕç. Сăмахран, "Коминтерн" ЯХПК-ра Трапайри сĕт комплексне виçĕ миллион та 300 пин тенкĕлĕх реконструкцилерĕç. Атнар ферминчи ĕнесене кунта куçарнă май сĕт пăрăхĕсене тăсрĕç. Халĕ Трапай комплексĕнче сумалли 421 пуç ĕне вырнаçнă. "Нива" хуçалăхра пĕр миллион çурă тенкĕлĕх тыр-пул хумалли склад турĕç, хĕле хатĕрленсе Карăкçырминчи 200 пуç ĕне тăракан фермăри урайсене резинăран тунă "кавир" сарчĕç. "Авангард" ТЯО-ра та ферма стенисене улăштарчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, хресченпе фермер хуçалăхĕсенче объектсене хĕле хатĕрлес ĕç малалла пурнăçланать. Чылай фермăсенче дезинфекци тунă, стенасене извеç шĕвекĕпе шуратнă, юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

А.ДМИТРИЕВА.



"Пирěн пурнăç"
13 сентября 2014
10:45
Поделиться