Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мăн Этмен шкулĕн историйĕ

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерсенче). 1981-1988 çулсенче Мăн Этмен шкулĕн директорĕнче Александр Петрович Трофимов ĕçленĕ. Çĕнĕ шкул тумалли плана пурнăçа кĕртес тесе нумай тăрăшма тивнĕ унăн (кун пирки _ çитес номерсенче А.Трофимов аса илĕвĕсенче). 1988 çулта вăтам шкулсем каллех 11 çул вĕренмелли тытăма куçаççĕ, 1989 çулта пĕрремĕш хут 11-мĕш классем вĕренсе тухаççĕ. 1988-1997 çулсенче шкул директорĕнче Владимир Иванович Немешкин тимленĕ. Çав хушăра чылай улшăну пулса иртнĕ: шкула "Кубань" автобус панă, ача сачĕ уçăлнă, физика, хими, биологи, информатика кабинечĕсем валли оборудовани туяннă. Владимир Иванович тăрăшнипех шкулта тавра пĕлỹ музейне йĕркеленĕ, ăна илемлетессипе Ваçкаçырминчи Любовь Геннадьевна Индрякова (Романова) ĕçленĕ. Экспонатсене пухас ĕçре Владимир Германович Храмов завхоз пысăк пулăшу кỹнĕ. Шкултан кайнă хыççăн педагогика коллективĕ Владимир Иванович Немешкина "Мăн Этмен шкулĕн хисеплĕ директорĕ" ят парать. 1997 çултан пуçласа 2013 çулччен директорта Мария Ивановна Ярадаева вăй хурать. Çак çулсенче шкул аталану çулĕпе малалла утать. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе 1997-1998 çулсенче шкулта педагогика класĕ уçăлать, унта районти шкулсенчен пухăннă 27 ача пĕлỹ илет. Шкула Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров килсе каять, шкул коллективĕн ĕçне пысăк хак парать. 2006 çултанпа Мăн Этмен шкулĕ ресурслă шутланать. Аякри ялсенчен ачасене шкул автобусĕсем турттараççĕ (хальхи вăхăтра вĕсем виççĕ). Компьютер класĕ валли çĕнĕ техника комплекчĕ, ноутбуксем, медиапроекторсем панă, вĕренỹ кабинечĕсем валли _ моноблоксем, физкультура валли _ спорт инвентарĕ. Хальхи вăхăтра шкул столовăйĕнче _ çĕнĕ оборудовани, пĕрремĕш хутра шыв кĕртнĕ. 2013 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа шкул директорĕн тилхепине Игорь Нестерович Живоев тытса пырать. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейри шкулсем ачасен пĕлĕвне тата вĕрентекенсен ĕçне хаклакан çĕнĕ тытăм çине куçрĕç. 11-мĕш класс пĕтерекенсем Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытаççĕ, 9-мĕшсем _ Патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ витĕр тухаççĕ. Учительсемпе шкул ачисене тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене, конференцисене хутшăннăшăн ытларах та ытларах хавхалантараççĕ. Физика вĕрентекенĕ Николай Михайлович Фадеев тăтăшах физика учителĕсен республикăри фестивалĕсене хутшăнать, тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерет. Альбина Агафоновна Михеева та математика учителĕсен республикăри фестивалĕнче палăрчĕ. Анатолий Федорович Михеев районта иртнĕ "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурсра çĕнтерсе республикăри финала хутшăнчĕ. Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Зинаида Григорьевна Полозина тата истори учителĕ Николай Иванович Полозин "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурсăн республикăри финалне хутшăнчĕç тата 2007-2008 çулсенче çĕр-шыври чи лайăх учительсен конкурсĕсенче çĕнтерсе Раççей Президенчĕн грантне тивĕçрĕç. Çавăн пекех Зинаида Полозина "Чи класлă класснăй" конкурсăн районти тапхăрĕнче çĕнтерчĕ, зонăри тапхăрăн призерĕ пулчĕ, вырăс чĕлхипе литература учителĕсен Мускавра иртнĕ форумне хутшăнчĕ. ОБЖ преподавателĕсен республикăри конкурсĕнче çĕнтернĕ Владимир Валерьянович Кукушкин Киров хулинче иртнĕ регионсем хушшинчи финалта тупăшрĕ. Ирина Семеновнăпа Анатолий Федорович Михеевсем тата вĕсен ачисем Наташăпа Федя "Атте, анне тата эпĕ _ туслă çемье" конкурсăн республикăри финалĕнче çĕнтерчĕç. Район шайĕнче иртнĕ "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурссенче тĕрлĕ çулсенче вырăс чĕлхипе литература учителĕсем Ольга Николаевна Михеевапа Вера Владимировна Альгешкина, чăваш чĕлхипе литература учителĕ Раиса Николаевна Данилова (вăлах "Чи класлă класснăй" конкурсра та) палăрчĕç. Ольга Николаевна Михеева, Вера Владимировна Альгешкина, Юлия Васильевна Вадейкина, Мария Александровна Кабардаева, Альбина Агафоновна Михеева район администрацийĕн пуçлăхĕн тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн премийĕсене тивĕçрĕç. Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕсем те район, республика, çĕр-шыв шайĕнчи тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсене хутшăнса палăраççĕ. Елена Полозина (2011 çулта), Анастасия Ельмова (2012), Алена Ястребова тата Татьяна Логинова (2014 çулта) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендийĕсене тивĕçрĕç. Мăн Этмен шкулĕ 100 çул каялла хывнă ырă йăласене _ обществăшăн тăрăшассине, культура йăли-йĕркине тата паха опыта йăхран-йăха парса пырассине, тăван çĕр-шыва юратассине, çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани парассине _ малалла тăсса пырать.

Н.ПОЛОЗИН, истори учителĕ.



"Пирěн пурнăç"
13 сентября 2014
10:42
Поделиться