Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мăн Этмен шкулĕн историйĕ

(Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерсенче). 1962-63 вĕренỹ çулĕнче 5-7-мĕш классенче политехника циклĕпе çыхăннă предметсене вырăсла вĕрентме тытăннă, тепĕр çултан вара _ пур предметпа та. 1962 çултах ачасене кунне пĕрре вĕри апат çитерме пуçлаççĕ. 1964 çултан аслă классенче каллех икĕ çул вĕренмелле тăваççĕ _ 9-мĕш тата 10-мĕш классем. Професси пĕлĕвне илесси вара майсем пулсан кăна пурнăçланнă. Аякри ялсенчен çỹрекенсем шкул çумĕнчи интернатра шутланнă, ялти çынсем патĕнче хваттерте пурăннă _ çулсерен 70 çынран кая мар. Шкулта ĕçлеме тата вĕренме условисем çăмăлах пулман пулин те, учительсем вăл вăхăтра хăйсен квалификацине ỹстерсех тăнă. Чылайăшĕ куçăмсăр майпа аслă пĕлỹ илнĕ, тĕрлĕ курссемпе семинарсене çỹренĕ. 1967 çулта географи учителĕ Валериан Григорьевич Толстов тавра пĕлỹçĕсен Мускавра иртнĕ конференцинче пулнă, 1978 çулта Валерий Иванович Ярабаев пионервожатăй Мускав хулинче иртнĕ учительсен Пĕтĕм Раççейри съездне хутшăннă. Ачасем те тĕрлĕ шайри конференцисемпе куравсене, ăмăртусене хутшăннă, слетсемпе экскурсисенче пулнă. Лайăх вĕреннĕшĕн, спортра малти вырăнсене йышăннăшăн, шкул çумĕнчи лаптăкра тата колхоз уйĕсенче ĕçлесе палăрнăшăн вĕренекенсене хисеп хучĕсем кăна мар, укçан преми е хаклă парнесем парса чысланă. 1971 çулта 7Б класри Лев Герасимова аван вĕреннĕшĕн тата хăйне лайăх тытнăшăн Пĕтĕм Раççейри "Орленок" лагерьте канма путевка панă. Шкулта ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре çитĕнỹсем тунă учительсен ятне Хисеп кĕнекине çырса пырас ырă йăла пулнă. Тĕслĕхрен, 1967 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче унта Мариамна Хрисанфовна Николаева, Марфа Поликарповна Ямскова, Валериан Григорьевич Толстов, Вера Андреевна Кузнецова, Елена Алексеевна Алексеева, Клара Степановна Ершова ячĕсене çырса хунă. Шкултан медальпе вĕренсе тухакансен ячĕсене çырса пынă кĕнеке те пулнă. 1960 çулта унта ылтăн медале тивĕçнĕ Николай Андреевич Ельмов ("Путь коммунизма" колхозăн пулас председателĕ) ятне çырса хунă , 1961 çулта _ Александр Алексеевич Афорин, Иван Михайлович Михеев, Юрий Владимирович Тихонов ячĕсене (кĕмĕл медальсем),1967 çулта _ ылтăн медальпе вĕренсе тухнă Людмила Яковлева ятне. 1965 çулта кĕмĕл медальпе ултă выпускник вĕренсе тухнă: Ольга Воронцова, Елизавета Назарова, Вячеслав Хрисанов, Галина Шалтайкина, Людмила Фондеркина, Леонид Васильев. 1963 çултан тытăнса 80-мĕш çулсен пуçламăшĕччен ялти çамрăксем, унччен вăтам пĕлỹ илейменнисем, каçхи шкулăн класĕсенче вĕреннĕ. Тирпейлỹçĕсен ĕçĕ пирки те каласа хăвармалла _ вĕсем ĕçе ирхи виççĕре килнĕ, кăмака хутнă, вуттине те хăйсемех çурса тирпейленĕ. Çуркунне тата кĕркунне темĕн чухлĕ пылчăк хырса кăларма тивнĕ вĕсен. Поварсем пулманран кĕсел те пĕçернĕ, пĕрер татăк çăкăрпа пĕрле ачасене валеçсе панă. Сăмах май, вăл вăхăтра кĕсел _ 5 пус, чей _ 3 пус, пĕр татăк çăкăр 1 пус тăнă. Шкул валли вутă хатĕрлес енĕпе тата хуçалăхăн ытти ĕçĕсемпе завхозсем тимленĕ: вăрçăччен _ Андрей Герасимович Сергеев, вăрçă вăхăтĕнче _ Павел Васильевич Селянкин, вăрçă хыççăн 1956 çулччен Герман Семенович Пудейкин, 1993 çулччен _ Александр Семенович Федоровский. Шкулта лаша тытнă вăхăтра конюхра Илья Корнилович Сергеев тăрăшнă. 1969 çулта икĕ класлă шкул çурчĕ хута кайнă, 1970 çултан пуçласа учительсем валли тăватă хваттерлĕ çурт тата кирпĕчрен тăватă класлă шкул çурчĕ тума пуçлаççĕ. Шкулăн стадион та пулнă. Ачасене пурне те вĕри апат çитернĕ. Ачасене спорта хăнăхтарас ĕç те вăл вăхăтра шкулта пысăк шайра пурнăçланса пынă. Спорт инвентарĕ туянма çулсерен 200 тенкĕ уйăрнă. Шкулăн чи лайăх спортсменĕсем _ Валентин Назаров, Геннадий Макаров, Луи Пудейкин, Нина Мурайкина, Клара Муравьева, Елизавета Кузнецова _ шкул чысне хỹтĕлесе район шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Шкулта та час-часах спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Çарпа физкультура хатĕрленĕвĕн учителĕсем Николай Николаевич Михеев, Петр Порфирьевич Пигильдин пулнă, физкультурăпа Василий Семенович Губанов, Петр Васильевич Законов вĕрентнĕ. Шкул хатĕрленĕ спортсменсем _ Николай Филиппов, Николай Иванов, Зоя Мидейкина _ спорт разрячĕ те илнĕ, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса палăрнă. Шкулта хор кружокĕ те ĕçленĕ, 1964 çулччен ăна Владимир Иванович Немешкин ертсе пынă, унтан _ Петр Афанасьевич Григорьев, Геннадий Иванович Воронцов, Валерий Иванович Ярабаев. 1974 çулта шкул столовăйĕ ĕçлеме тытăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçнелле çĕнĕ шкул тăвас ыйту çивĕччĕн тухса тăрать. Проектсемпе пĕрремĕш Георгий Александрович Макаров ĕçлеме пуçлать.

Н.ПОЛОЗИН, истори учителĕ.



"Пирěн пурнăç"
10 сентября 2014
08:24
Поделиться