Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ватăсемшĕн тимлĕх хаклă

90 çул тултарнă ватăсене РФ Президенчĕн саламлă Çырăвне парса чыслас ырă йăла малалла пырать. Çак кунсенче районта пурăнакан виçĕ ватă сумлă юбилейĕсене паллă тунă, вĕсене район администрацийĕпе ял тăрăхĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕн ĕçченĕсем саламланă. Августăн 29-мĕшĕнче Тихăнушкăнчи Александра Николаева 90 çул тултарнине паллă тунă. Вăрçă вăхăтĕнче Александра Тихоновна нушине, йывăрлăхне ыттисемпе танах тỹснĕ. Ĕмĕрĕпех тăван колхозра вăй хунă. Упăшкипе, вăрçă участникĕпе, пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Паянхи кун Александра Николаева ачисен, 16 мăнукĕпе кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнать. Ишеккассинчи Мария Никитина хальхи вăхăтра кинĕпе пурăнать. Мария Николаевнан мăнукĕсем те пур, кашнин _ хăйĕн çемйи. Апла пулин те вĕсем ялта пурăнакан амăшĕпе мамаккăшне манса каймаççĕ, килсех тăраççĕ. Августăн 31-мĕшĕнче 90 çул тултарнă хĕрарăмăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Тăван колхозра вăй хунă. Вăрçă нушине те тỹснĕ. Çакă кăна çителĕксĕр пулнă тейĕн _ Мария Николаевнан юратнă арçыннисене _ мăшăрĕпе пĕртен-пĕр ывăлне _ пытарма тивнĕ. Сывлăхĕ самаях хавшанă пулин те, сумлă ватă чипер ăс-тăнпах пурăнать. Хăнасем килнĕшĕн те чунтанах савăнать. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шулюри Ольга Сулимкина 90 çул тултарнă. Ольга Игнатьевна _ вăрçа хутшăннă салтакăн тăлăх арăмĕ. Хура-шурне сахал мар курнă хĕрарăмăн "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль те пур. Хальхи вăхăтра Ольга Сулимкина çирĕп пỹртре пурăнать _ темиçе çул каялла ăна КСО "Красночетайская" ТЯО ĕçченĕсем вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелли ятарлă программăпа килĕшỹллĕн туса панă. А.ТИМОФЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
06 сентября 2014
13:52
Поделиться