Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шахматистсем рекорд лартнă

Августăн 25-29-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш Республикин классика шахматне выляс енĕпе черетлĕ ăмăрту иртнĕ. Турнира "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн шахмат уйрăмне çỹрекен 15 çамрăк хутшăннă. Пилĕк кун пынă турнирта кĕтмен çĕртен Даша Романова палăрнă, иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Тренерсем ытларах 14 çула çитмен арçын ачасемпе хĕр ачасем çĕнтерессе шаннă. Мĕншĕн тесен ку ỹсĕмре чи вăйлисем, опытлисем пулнă. Шаннине иртнĕ çулхи пекех спорт мастерĕн кандидачĕ Елена Гурьянова тỹрре кăларнă, ылтăн медале тивĕçнĕ, классика шахмачĕ енĕпе республикăн икĕ хут чемпионĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш _ Елена Афанасьева, виççĕмĕш вырăна Яна Никифорова тухнă. Çапла Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен хĕр ачасен ушкăнĕ çĕнтерỹ пьедесталĕн пур картлашкине те йышăннă. 16 çула çитмен арçын ачасем хушшинче Александр Ефремов, хĕр ачасем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнчи Вероника Егорова бронза медальсене тивĕçнĕ. Аслисен ушкăнĕнче (18 çула çитменнисем) Хĕрлĕ Чутайри Дмитрий Афанасьев та виççĕмĕш тухнă. Шулю шкулĕнчен вĕренсе тухнă Анастасия Григорьевапа Людмила Розова та бронза çĕнсе илнĕ. Чутай шахматисчĕсем турнирта пĕтĕмпе тăхăр медале тивĕçнĕ. Пысăк кăтартусене кура Чăваш Республикин шахмат федерацийĕ хĕрсемпе каччăсем хушшинче шахматла ăста выляс енĕпе çитес ăмăртăва пирĕн районта ирттерме ирĕк панă. Вăл ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче иртĕ. А.ДМИТРИЕВА.



"Пирěн пурнăç"
03 сентября 2014
08:43
Поделиться