Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кăтартуллă вĕрентсе пынăшăн

Пирĕн районта пултаруллă учительсем сахал мар. Вĕсен ĕçне хакласа тăтăшах тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсем парса чыслаççĕ. Педагогсен кăçалхи канашлăвĕнче ачасене вĕрентес тата воспитани парас тĕлĕшпе кăтартуллă ĕçленĕшĕн Çĕн Атикасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Галина Алексеева, Атнар шкулĕн биологипе хими учителĕ Сергей Мигушкин, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учителĕ Алина Магаськина, Хусанушкăнь шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Светлана Яруткина, Мăн Этмен шкулĕн тăван ен культурин учителĕ Татьяна Горбунова район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. А.КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
03 сентября 2014
08:42
Поделиться