Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Владимир Селенина асăнса

Патăрьел районĕнче çуралнă Владимир Васильевич Селенин 1967-1979-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе тата физкультурăпа вĕрентнĕ. Çак хушăра вăл сахал мар спортсмен хатĕрленĕ. Вĕрентекен хăй те футбол вылякансен пĕрлештернĕ район командин членĕ пулнă. Владимир Селенин районта хоккей вăййине аталантарассине те пысăк тỹпе хывнă. Унăн тăрăшулăхне пула Кивĕ центрти чиркỹ çумĕнчи пĕве çинче хоккей площадки ĕçленĕ. Ун çинче час-часах республикăри хуласемпе районсен хоккеисчĕсем тĕл пулнă. Владимир Селенин ял спортсменĕсем хушшинче çичĕ-сакăр хутчен республика чемпионĕ пулнă, виçĕ хутчен Чăваш Республикин Кубокне тивĕçнĕ. Шел пулин те, паллă спортсменăн пурнăçĕ вунă çул каялла августăн 14-мĕшĕнче йывăр чире пула 57 çулта татăлнă. Районти спорт ветеранĕсен канашĕ паллă спортсмена асăнса ĕнер Питĕркассинчи "Спартак" стадионта мини-футбол выляс енĕпе турнир ирттернĕ. А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
16 августа 2014
14:39
Поделиться