Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачана ырра вĕрентмелле е аслисем хăйсем усал-тăк мĕн тумалла?

Кашни амăшĕ, ашшĕ харпăр хăй ачинче ырă енĕсене кăна курма ĕмĕтленет. Çак шухăша хирĕçлекен тупăнсан та, никам та хăйне пĕччен ватлăх, юратнă ачи пулăшманнине сунмастех пуль тесе шутлатăп. Ырăлăха вара суйлама пулмасть _ вăл çын чĕринче пур е çук. Çакă ытларах воспитанирен килет. Пур ача та ырă чĕрепе çураласси çут çанталăкран килет-ши, калама йывăр. Анчах ачасенче ырă туйăмсем йĕркеленессинче воспитани пысăк вырăн йышăннине çирĕппĕнех калама пулать. Пепкесем ырра яланах туяççĕ, усал енсене, тĕрĕсмарлăха вара тỹрех кураççĕ. Пирĕн, аслисен, ачасен чунĕнчи сисĕмлĕхе "хăратмалла мар", пусарса лартас çук. Тен, хăшĕ-пĕри паянхи пурнăç тискер, унта ырă туйăм валли вырăн çук, ырăлăх вăл _ вăйсăрлăх, тейĕ. Паллах, кашнин хăйĕн шухăшне калама ирĕк пур. Анчах эпир манса каймастпăр-и, йĕри-тавралăх _ эпир хамăр-çке! Енчен те эпир çапла каласа ачасенче ырă туйăмсем вăратмастпăр пулсан, çитес ăру çын хуйхине те курмĕ, туслă пурăнма та, юратма та пĕлмĕ. Шел те, обществăра ачасен те, аслисен те хаярлăхĕ уççăнах палăрать. Çул çитмен çамрăксем çапăçни, вăрлани, пĕр-пĕрне кỹрентерни, кĕçĕннисем аслă ỹсĕмри çынсем пек тытăçса кайни тĕл пулать. Çакă ашшĕ-амăшĕн кăна мар, шкулăн воспитани ĕç-хĕлĕ хавшани мар-и? Çакна пĕлтермест-ши вăл: ырăпа усала уйăрма, ачасенче ыррине вăратма эпир кăна пултаратпăр, никам çине шанмалли те çук. Эпир ачасене ырă, тĕрĕс ĕç туса кăтартни пĕлтерĕшлĕ. Анчах тỹнтерле тĕслĕхсем те пулаççĕ. Акă, пĕррехинче манăн ача шкултан кăмăлсăр таврăнчĕ. Вĕренỹ çулĕ вĕçленнĕ май, чĕрĕкре япăх паллă тухма пултарнине тỹрех ăнкартăм. Пуçăмри шухăш тỹрре тухрĕ: физкультурăпа "виççĕ" тухнă. Темĕнле тăрăшсан та лайăх паллă памасть, курмăш тăвать, тет. Çав хушăрах тепĕр хĕр ачана учитель нимĕнле хушăва пурнăçламасан е япăх тусан та "тăваттă", "пиллĕк" лартса парать иккен. Çак тĕрĕсмарлăх пирки ачам паян кун та питĕ пăшăрханать. "Учителĕн ашшĕ-амăшĕпе юлташлине кура ачине лайăх паллă лартса памалла-и вара?" _ тет. Килĕшетĕп. Учитель урокра хăйĕнчен тĕреклĕрех хĕрсене пĕтĕм класс умĕнче "пăхăр-ха хăвăр çине, хĕрарăм пек сарăлса тăратăр" е урăх сăмахсемпе тăрăхласа каланă чух хĕр ачасем вăтаннипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕр пулĕ. Ку вĕрентекен спорта явăçтарас вырăнне ачасене хăйĕн предметĕнчен сивĕтнипе пĕрлех кỹрентерет те. Кĕлетке хăвăрт аталаннăшăн ача айăплă-ши вара? Сăмах май, ку вĕрентекенĕн хăйĕн те ача пур вĕт. Ăна та тепĕр учитель çавăн пек кỹрентерсен еплеччĕ-ши? Вăт çавăн пек вĕрентекен сумне варалакансем те тупăнкалаççĕ педагогсен йышĕнче. Кадрсем çитменрен çеç тытаççĕ пуль вĕсене шкулта. Хальхи вăхăтра, тем тĕрлĕ çĕнĕ йышши технологисем пур чухне, ачасене кỹрентернĕ самант тĕнчипех сарăлма пултарасса ăнкармасть-ши ку вĕрентекен. Ку темăна татах та тăсма пулать те, маларах пуçлани патне таврăнар. Ырăлăх, тараватлăх патне тумалли пĕрремĕш утăм, ман шутпа _ ырă сăмах. Шăпах ырă сăмах кирлĕ ним айăпсăр кỹрентернĕ, нушаллă чирлĕ пур çынна та. Сăмах кăна лару-тăрăва лайăхлатма май парать. Çавăнпа çывăх çынсене, юлташсене, аслисене ырă сăмах ытларах калама тăрăшмалла. Вырăнсăр сỹпĕлтетни, мухтани усă сахал парать. Енчен те ачасем хăйсене хисепленине кураççĕ пулсан, вĕсем те çынпа çаплах пулĕç. Яланах ырăлăхшăн çунмалла, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшмалла, çакă хăçан та пулин çимĕç паратех. Килĕшетĕп, паян эпир çăмăл мар саманара пурăнатпăр, ыр кăмăллăх çулĕпе утма йывăртарах. Анчах пурнăç ытларах чухне ырри усаллине çĕнтернине кăтартса парать. Атьăр-ха ырă пулар, ачасен чĕрине ырăлăх хывар. Тен, ырă ĕçсем, ырă сăмахсем çĕнтерессине çывăхлатăпăр! С.МИХАЙЛОВА.



"Пирěн пурнăç"
30 июля 2014
13:18
Поделиться