Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Аслă шкула кĕрекенсен списокĕсене пичетлеме тытăннă

Тунти кунран тытăнса аслă вĕренỹ заведенийĕсем хăйсен сайчĕсенче вĕренме кĕме тивĕççисен списокĕсене пичетлеме пуçланă. Списока пĕрлехи патшалăх экзаменĕн кăтартăвĕсем тăрăх йĕркелеççĕ. Унта чи малтанах шкул олимпиадисен çĕнтерỹçисене, кайран _ çăмăллăхлă категориллисемпе тĕллевлĕ вĕренме кĕрекенсене асăнĕç. Çак категорие кĕрекенсен паянхи кун тĕлне тĕрлĕ документсен оригиналĕсене пырса памалла пулнă, июлĕн 31-мĕшĕнче вĕсем вĕренме кĕни пирки хушу кăларĕç. Сăмах май каласан, кăçал Чăваш Енри аслă шкулсене пурĕ виçĕ пин ытла абитуриент валли хысна вырăнĕ пăхса хăварнă. Г.НИКИТИНА.



"Пирěн пурнăç"
30 июля 2014
13:14
Поделиться