Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вите тăвас вырăнне хваттер туяннă

Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерстви хушма хуçалăха аталантарма тесе илекен кивçен укçана çынсем ăçта янине çулсерен тĕрĕслет. Кăçал Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче илнĕ 34 миллиона яхăн тенкĕ ăçта кайнине тĕпченĕ. Тĕллевлĕ укçана урăх çĕре яракансем те пур. Ун пеккине 14 тĕслĕх асăрханă. Вĕсем пурĕ 608 миллион тенке урăх тĕллевпе тăкакланă. Канаш районĕнчи пĕр çын, сăмахран, сарай-вите юсаса çĕнетме тесе 600 пин тенкĕ илнĕ те Канашра хваттер туяннă. Хĕрлĕ Чутайра та пĕрисем выльăх-чĕрлĕх туянма пулнă та хăйсене пурăнмалли илнĕ. Вĕсен халĕ пурин те патшалăх хысни шучĕпе процент ставкине саплаштарса тăкакланнине тавăрса пама тивет. Кăмăлпа тавăрмасан суд урлă шыраса илĕç. Хальхи вăхăтра тĕрĕслевçĕсем Вăрмар районĕнче ĕçлеççĕ. Унтан Çĕрпỹỹ, Çĕмĕрле, Тăвай тата Шупашкар районĕсене çитĕç. ЧР Ял хуçалăх министерстви.



"Пирěн пурнăç"
23 июля 2014
09:27
Поделиться