Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поэзипе юрă фестивальне хутшăннă

2014 çулхи июлĕн 18-19-мĕшĕсенче район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕн пай начальникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Самсонов кăçалхипе иккĕмĕш хут Владимир облаçĕнчи Вязники хулинче иртнĕ Алексей Фатьянов поэта халалланă Пĕтĕм Раççейри 41-мĕш Поэзипе юрă фестивальне хутшăннă. Александр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, ку фестиваль çĕр-шыври Владимир, Волгоград, Чулхула, Мускав, Иваново, Вологда, Краснодар хулисен, Пушкăрт тата Чăваш Республикисен пултаруллă çыннисене пухнă. Уява тĕрлĕ литература пĕрлешĕвĕсен поэчĕсем, композиторсем, лирикăллă тата патриотла юрăсене шăрантаракансем пухăннă. Икĕ куна пынă уяв программи пуян та интереслĕ пулнă. Фестиваль вăхăтĕнче фотокуравсем, кĕнекесен, ал ĕçĕсен пасарĕ ĕçленĕ, хор тата фольклор коллективĕсем юрăсем юрланă, асфальт çинчи ỹкерчĕксен конкурсĕ, ташă каçĕ иртнĕ тата ытти те. Çав хушăрах уява пухăннисем Вязники хулинчи тĕлĕнмелле хитре вырăнсене çитсе курма пултарнă. Пĕрремĕш кунне концертсем пĕчĕк лапамсенче тата микрорайонсенче иртнĕ. Концерт курма тухнă халăх артистсемпе пĕрле юрланă. Уяв "Хĕвеллĕ уçланкă" тĕп лапамра иртнĕ пысăк концертпа вĕçленнĕ. Алексей Фатьянов сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ "Ничего не говорила", "Хвастать милая не стану", "Когда весна придет, не знаю", "Потому что мы пилоты", "Давно мы дома не были", "Где же вы теперь, друзья-однополчане?" тата ытти юрăсене шăрантарнă Александр Самсонов пухăннисене чăвашсен культурипе, юррисемпе паллаштарнă. Çапла майпа Чăваш Республикинче пурăнакансем те вырăс поэтне, Алексей Иванович Фатьянова, чунтан юратнине çирĕплетсе панă. Александр Николаевич фестивале активлă хутшăннăшăн йĕркелỹ комитечĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
23 июля 2014
09:26
Поделиться