Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Тухса кайиччен кил хапхине сăрласа хăвартăм"

Украинăри хурлăхлă пулăмсем хыççăн Чăваш Ене хỹтлĕх шыраса килнĕ çемьепе паллашма тỹр килчĕ. Июнĕн 26-мĕшĕнче Михаил Вазянов ывăлĕн çемйипе тата хĕрĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмене килнĕ. Вĕсемпе Шупашкарта тĕл пултăмăр: ют çĕр-шыв гражданĕсем ФМС-ăн Чăваш Енри управленине вăхăтлăх регистраци илмешкĕн ыйту çырма килнĕччĕ. Вăрçăран тарса Михайло _ паспортра унăн ятне çапла çырса хунă _ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Уйпуç ялĕнче çуралнă. Саккăрмĕш класс хыççăнах, 1971 çулта, çуралнă тăрăхпа сыв пуллашнăскер чăвашла маннă ĕнтĕ, хăш-пĕр сăмаха çеç ăнланать. Украинăри Луганск облаçĕнчи Червонопартизанск хули Михаил Вазяновшăн пĕчĕк тăван çĕр-шыва çаврăннă. Кунта унăн пурнăçĕ иртнĕ темелле: Украина пикине качча илсе икĕ ача ỹстернĕ, кил-çурт çавăрнă, Хĕрлĕ Партизан шахтинче электрослесарьте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Михаил Порфирьевичăн мăшăрĕ 2005 çулта чирлесе вилнĕ, ывăлĕн Вадимăн çемйи 63-мĕш шахта поселокĕнче тĕпленнĕ. Хĕрĕ, Надя, кулинари училищине пĕтернĕскер, ашшĕпе тĕп килте юлнă. "Манпа пĕр ỹсĕмри шахтерсем ку тĕнчерен уйрăлма та ĕлкĕрчĕç... Сывлăха шахтăра пĕтертĕм пулин те пенси пысăк мар манăн. Ĕмĕр тăршшĕпех пĕрчĕн-пĕрчĕн мул пухса пỹрт лартрăмăр, хуралтăсем çĕклерĕмĕр. Йăлтах туса çитернĕччĕ ĕнтĕ. Хамăрăн пахча та пур, унта халĕ çимĕç пиçме тытăнчĕ, хăяр, помидор, иçĕм, персик, мăйăр... _ мĕн кăна çук? _ каласа кăтартать Михаил Порфирьевич. Килтен каяс та темен вăл, йăлтах йĕркеленессе шаннă. Çавăнпах кил хапхине те сăрласа çĕнетнĕ, анчах тепĕр виçĕ кунтанах çула тухма тивнĕ. Вăрçă шăв-шавĕ кунран- кун çывăхланнă, Михайло ĕçленĕ шахтăна та снаряд аркатса пĕтернĕ... Çывăхри поселока сирпĕт-нĕ, перкелешỹ сасси çĕрле те ыйха татнă. Ачисемпе мăнукĕсем йăлăннипе тек тăхтаса тăман. Мăн Этменте Чăваш Енре Вазяновсен хурăнташ йышлă. Михаилăн виçĕ çывăх тăванĕ пурăнать, вĕсен ачисем те кунтах тымар янă. Украинăри инкек вăхăтĕнче йăхташĕсем патне шăнкăравласах тăнă, тăван тăрăхра хỹтлĕх сĕннĕ. Мăн Этменте Михаилăн йăмăкĕн хĕрĕ Галина Крупинова пĕчченех пурăнать, вăл та аякри тăванĕсене хапăлланă. Вазяновсен тĕп килĕ çывăхрах вырнаçнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн çурт хупăннă. Галя ăна пăхкаласа тăнă-ха, анчах хуçасăр çурт хăвăрт юхăнать çав. "Çав пỹрте çĕкленине астăватăп, эпĕ ун чухне шкул ачиччĕ, _ аса илчĕ Михаил Порфирьевич. _ Ялта çурта питĕрсе çỹрес йăла çукчĕ. Çын пурлăхне тĕкĕнмен ун чухне. Тĕп кил халĕ те çăрасăрах тăнă пирĕн. Анчах самани паян ĕлĕкхи мар ĕнтĕ. Ямăтти тỹрех "ураланать". Çутă пăралуксене те, счетчика та килтен тăпăлтарса кайнă, ĕçкĕçсем "улах" вырăна кăмăлланă-мĕн". Çутăсăр пỹрте пырса кĕнĕ Украинăран тарса килнĕскерсем. Çапах та Галина тараватлăхĕ вĕсен чунне ăшăтнă. Ялта çерçи те выçса вилмест теççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаканскер хăйĕн патне чĕннĕ. Çапла икĕ çĕрлĕ пурăнать халĕ çемье: апат пĕçерме Галя аппа патне каяççĕ, çывăрма _ тĕп килте. Пропискăна тăратас тата ытти ыйтăва уçăмлатма Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Артемьева, ФМС-ăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем сĕнỹсем панă. Ĕçе вырнаçтарассипе те пулăшма шантарнă вырăнти ертỹлĕх. Михаилăн хĕрĕ Надя, кинĕ Наташа Хĕрлĕ Чутайри çĕвĕ фабрикине 3 кун стажировкăна тухнă. "Çĕвĕçĕ специальноçĕ çук пирĕн. Нуша тем тума та вĕрентет... Пире ĕçе илме шантарчĕç", _ каласа кăтартаççĕ вĕсем. Вадимпа Наташăн ывăлĕпе 9-ти Максимпа калаçрăмăр. 4-мĕш класа 63-мĕш шахта поселокĕнчи хăй вĕреннĕ шкулах каясшăн вăл. "Туссемшĕн пăшăрханатăп, вĕсем унтах юлчĕç", _ пытармасть арçын ача. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрĕ-ши? Хăй халăхне хурлăх кăтартакан влаçа шанма пуçлĕ-ши, тăван тăрăха каялла таврăнĕ-ши халăх?

Алина ТИМОФЕЕВА. ("Чăваш хĕрарăмĕ").



"Пирěн пурнăç"
19 июля 2014
10:41
Поделиться