Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Украинăран килнисене пулăшма

Украинăри лару-тăру паян пирĕн çĕр-шыври кашни çыннах пăлхантарать пулĕ. Пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнтан тарса Раççее, çав шутра Чăваш Республикине те, çĕршер пин çын килет. Пирĕн районта та Украинăран тарса килнисем пур _ хальлĕхе 11 çынна регистрациленĕ. Çав хушăрах тăванĕсем патне килнисем те пур, вĕсем регистраци витĕр тухман. Украинăран тарса килнисене пулăшу парас тĕллевпе район администрацийĕнче ĕç ушкăнне йĕркеленĕ. Июлĕн 17-мĕшĕнче райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пынипе ĕç ушкăнĕ лару ирттернĕ, Украинăран килнисене пулăшу кỹрессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă. А.ТИМОФЕЕВА.

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерство информационной п



"Пирěн пурнăç"
19 июля 2014
09:52
Поделиться