Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Йывăрлăхсене пăхмасăр - малалла

Кирек хăçан та почта этемшĕн шанчăклă юлташ пулса юлать. Паянхи саманара пысăк технологиллĕ çыхăну хатĕрĕсем анлă сарăлнă пулин те почта хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлама, пулăшăвĕсене анлăлатса пыма тăрăшать. Кулленех почта ĕçченĕсем ялтан-яла, килтен-киле çỹресе халăх патне хаçат-журнал, хыпар, пенси тата тĕрлĕ тавар илсе çитереççĕ. Хăш чухне почтальон çынсене тĕнчепе çыхăнтарса тăракан пĕртен-пĕр мел пулса тăрать. Ăна хальхи йышши нимĕнле çĕнĕ техника та улăштараймĕ, вăл кирек мĕнле çанталăкра та кашни киле çитме васкать. Çакăншăн эпир ăна кулленех кĕтетпĕр, ырă хыпар илсе килессе шанатпăр. Июль уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕ - Раççей почти кунĕ. Кашни çулах почта çыхăнăвĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тума районти почтамта пухăнаççĕ. Кăçал та вĕсене июлĕн 14-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алина Ярабаева, Çĕмĕрлери почта уйрăмĕн начальникĕ Фридрих Альштут уявпа саламларĕç. Фридрих Несенелевич пĕрремĕш çур çулти ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем, çырăнтару тапхăрĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. - Почта çăмăлах мар вăхăта тỹсет: патшалăх почтăна дотацисĕр хăварнине пула çырăнтару кампанине йывăр лару-тăрура ирттерме тиврĕ. Çавăнпах пĕлтĕрхипе танлаштарсан ĕç кăтартăвĕсем те чакрĕç. Çапах та сире тав сăмахĕ калас килет, Раççей почти çырăнтару хакне пысăклатнине пăхмасăр эсир тăрăшнипе çырăнтару тапхăрне ирттертĕмĕр, тупăшсен планне май пур таран пурнăçларăмăр. Тиражсен планне тултарма уйрăмах йывăр пулчĕ. Малашне мĕн пулассине никам та татса калаймасть. Анчах та иккĕмĕш çур çулта пĕтĕмпех йĕркеленсе каясса шанас килет. Сире професси уявĕпе саламланă май çăмăлах мар ĕçре тỹсĕмлĕх, çирĕп сывлăх тата ăнăçу сунатăп, - терĕ Фридрих Альштут. Саламсем уява пухăннисен кăмăлне самаях çĕклерĕç. Почта ĕçĕнче пысăк тỹпе хывнăшăн Штанашри почта уйрăмĕн почтальонĕ Надежда Шипеева, Утаркассинчи почта уйрăмĕн начальникĕ Вера Федорова, Ачкассинчи почта уйрăмĕнче тăрăшакан Ольга Спиридонова район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов хальхинче те йăлана татмасăр хăйсен тăрăхĕнчи почта уйрăмне картина парнелерĕ, уявпа саламланипе пĕрлех яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн пай редакторĕ Надежда Мидакова почта ĕçченĕсене уявпа саламларĕ, почтальонсене район хаçатне халăх хушшинче сарнăшăн тав турĕ, çырăнтару тапхăрĕнче ỹсĕмлĕ ĕçленисене укçа хавхалантарăвĕпе тата хаçатра пĕр хут тỹлевсĕр салам е пĕлтерỹ пичетлеме ирĕк паракан купонпа чысларĕ. Хавхалантарăва районти çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекен 15 почтальон - Хусанушкăнчи Зоя Семенова, Вера Иванова, Любовь Долгова, Шĕмшешри Юлия Михеева, Кив Атикассинчи Анна Васькина, Утаркассинчи Валентина Микушкина, Зоя Трифонова, Инна Захарова, Питĕркассинчи Галина Шурбя, Мучикассинчи Клавдия Офишкина, Людмила Сандомирова, Атнарти Надежда Волкова, Хĕрлĕ Чутайри Лариса Ахматканова, Юлия Майорова, Антонина Яруткина - тивĕçрĕç. Палăртмалла, Антонина Георгиевнан районта чи пысăк кăтарту - вăл 115 çынна район хаçатне çырăнтарнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 16 çын нумайрах. Çырăнтару тапхăрне ăнăçлă вĕçленĕ виçĕ çыхăну уйрăмĕ: Хĕрлĕ Чутайри почтамт начальникĕ Василий Кораков, Хусанушкăнчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Алина Афондеркина, Утаркассинчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Вера Федорова та купонсене тивĕçрĕç. Фридрих Альштут редакци коллективне тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав турĕ, почтальонсене август-сентябрь уйăхĕсенче çырăнтару планне тултарас енĕпе ĕçе малалла тăсма чĕнсе каларĕ, унтан почта ĕçченĕсене ведомство наградисем парса чысларĕ. Хусанушкăнчи çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Зоя Семенова шанса панă тивĕçе тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн "Раççей почти" ФУП-ăн Тав çырăвне, ĕçри пысăк кăтартусемшĕн Хĕрлĕ Чутайри почтамт начальникĕ Василий Кораков "Раççей почти" ФПУП-ăн Чăваш Республикинчи филиалĕн Хисеп грамотине, ĕçри лайăх кăтартусемшĕн ЧР çыхăну ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн Хисеп грамотине Ачкассинчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Клара Данилова тивĕçрĕç. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай, Ачкасси, Хусанушкăнь, Утаркасси, Штанаш, Атнар, Кив Атикасси почта уйрăмĕсен начальникĕсем Çĕмĕрлери почтамтăн Тав çырăвне тата уйрăм саламне йышăнчĕç.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
16 июля 2014
13:07
Поделиться