Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕрĕслев пирки маларах пĕлтермелле

Районти прокуратура патшалăх тата муниципаллă тĕрĕслевсене пурнăçланă чухне уйрăм предпринимательсемпе юридици сăпачĕсен прависене епле хỹтĕленине тишкернĕ. Çакна палăртнă: Тралькасси ял тăрăхĕн администрацийĕ "Нива" ял хуçалăх производство кооперативне кăçалхи майăн 28-мĕшĕнче тĕрĕслевпе тухма пăхса хунă, кун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ май уйăхĕн 23-мĕшĕнчех йышăну кăларнă. Анчах та вăйра тăракан саккуна шута илмесĕр тĕрĕслев пуçланасси пирки майăн 28-мĕшĕнче кăна пĕлтернĕ. 294-мĕш федераллă саккунăн 9 статйин 12 пайĕпе килĕшỹллĕн планпа пăхса хунă тĕрĕслевсем çинчен юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсене патшалăх (муниципаллă) асăрхав органĕсен тĕрĕслев пуçланиччен сахалтан та виçĕ кун маларах пĕлтермелле, кун пирки кăларнă йышăнăвăн е асăрхав органĕсен ертỹçин хушăвĕн копине почта урлă саккаслă çырупа ярса памалла. Уведомлени тăратмалли вăхăта пăхăнманни саккуна пăсни шутланать. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе ял тăрăхĕн пуçлăхне представлени тăратнă.

В.ШОРКИН, район прокурорĕ.



"Пирěн пурнăç"
12 июля 2014
09:37
Поделиться