Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Сергей Фетисов артист ачасемпе тĕл пулчĕ

Çулсеренех халăха чунпа ăс-хакăл воспитанийĕ парас, тĕнчери кино ăстисен чи лайăх ĕçĕсене пропагандăлас тĕллевпе Чăваш Енĕн тĕп хулинче пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртет. Унта çĕр çинчи пĕчĕк халăхсен кинематографине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçалхи фестиваль майăн 19-24-мĕшĕсенче иртет. Унăн программине Раççейри тата ют çĕр-шыври паллă режиссерсем, продюсерсем, киноактерсем, операторсем, киноведсем, киноматографинче пĕрремĕш утăм тăвакансем хутшăнаççĕ. Фестиваль вăхăтĕнче тĕрлĕ кинокуравсем, документлă фильмсем, мастер-классем, республикăра пурăнакансемпе кино ăстисем пултарулăх тĕл пулăвĕсем йĕркелеççĕ. Çакăн пек тĕл пулу майăн 20-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕпе Сергей Фетисовпа иртрĕ. Тĕл пулăва килнисем "Иуда" илемлĕ фильм курма пултарчĕç. А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
21 мая 2014
10:01
Поделиться