Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чăваш Ен аграрийĕсем ял тăрăхĕсен депутачĕсен съездне хутшăннă

Чăваш Енĕн аграрийĕсем Раççейĕн ял тăрăхĕсен депутачĕсен Волгоград хулинче иртнĕ сьездне хутшăннă.

Чăваш Ен хресченĕсенчен йышра Елчĕк районĕнчи «Прогресс» акционерсен хупă обществин ертӳçи Петр Краснов, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» кооператив председателĕ Владимир Мурайкин, Красноармейски районĕнчи Леонид Посадский фермер пулнă. Ял тăрăхĕсен депутачĕсен съезчĕ терĕмĕр те, пирĕн патри халăх тарçисем те унта хутшăннă.

Депутатсен съездне аграрисем епле лекнĕ-ши тесе ытлашши пуç ватма кирлĕ мар. Республикăн Ял хуçалăх министерстви кун пирки ăнлантарнă тăрăх хакласан, унта чаплă хресченсем кайма тивĕçнĕ. Елчĕк районĕнчи «Прогресс» хуçалăх, акă, Чăваш Енĕн аграри отрасльне йĕркелекен хуçалăхсенчен пĕри шутланать. «Нива» выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илет иккен, Леонид Посадский фермер сурăх ĕрчетет. Тĕрлĕ ăратлă çак выльăх паян унăн 100-е яхăн-мĕн. Услама вăл ĕç пуçаракан фермерсене патшалăх уйăракан укçана — «кĕмĕл» виçи 1 миллион тенкĕ ытла — тивĕçнипе пуçарнă.

Съезда çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă 2 пине яхăн делегат хутшăннă. Унта вĕсем агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе малашлăхне сӳтсе явнă.



http://www.chuvash.org/news/5497.html
08 апреля 2014
14:02
Поделиться