Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тракторсем уй-хире тухнă

Ĕлĕкренех чăвашсем кĕçнерни кун ĕçе пуçăнма лайăх кун тесе шутланă. Çак кун пуçланă ĕç çăмăллăн пурнăçланать тата уçăмлă пулать, тенĕ. Ĕмĕрсем витĕр çирĕпленсе тĕрĕсленнĕ сăнава пăхăнса "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕ те кĕçнерни кун çурхи ĕçсене тытăннă. Унти ĕçченсем нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренипе апатлантарма тухнă. Ĕçе пуçлама çамрăк механизатора Иван Мадебейкина шаннă. Çанталăк лайăх тăрсан кунти ĕçченсем кĕрхи культурăсене апатлантарма шутлаççĕ. "Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çурхи ĕçсем нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелессинчен пуçланнă. Ку ĕçе Владислав Алжейкин опытлă механизатор пурнăçлать.

А.ДМИТРИЕВА.



"Пирěн пурнăç"
19 апреля 2014
09:20
Поделиться