Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ака умĕн техника туяннă

 Ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хир ĕçĕсене тухиччен машинăпа трактор паркĕсенче йĕрке тăвасси, техникăна юсасси, çĕннине туянасси тĕп тĕллев пулса тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хальхи вăхăтра нимĕнле ĕçе те паха техникăсăр тухăçлă пурнăçлама çук. Çакна шута илсе районти хăш-пĕр хуçалăхсем машинăпа трактор паркне çултан-çул çĕнетме тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть Николай Лисаев фермер хуçалăхĕ çĕнĕ техникăпа пуянланнă. Хуçалăх МТЗ-892 (750 пин тенкĕлĕх) тата МТЗ-892,2 (700 пин тенкĕлĕх) тракторсем туяннă. Çавăн пекех хуçалăх çур акине пахалăхлă ирттерес тĕллевпех 625 пин тенкĕлĕх СЗ 5,4 сеялка, 575 пин тенкĕлĕх КШУ-8Н культиватор илнĕ. "Коминтерн" хуçалăх та техника паркне пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан ака ĕçĕсене çулсеренех пысăк лаптăк çинче пурнăçлать. Ĕçсен хăвăртлăхне ỹстерес тĕллевпе çак кунсенче ял хуçалăх производство кооперативĕ 710 пин тенкĕ парса МТЗ-82,1 трактор, 695 тенкĕлĕх СЗ 5,4 сеялка туяннă. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ йышши СЗ 5,4 акмалли агрегатпа пĕрчĕллĕ (тулă, ыраш, урпа, сĕлĕ) тата пăрçа йышши культурăсене (пăрçа, фасоль, соя, ясмăк, нимĕç пăрçи) акма тата пĕр вăхăтрах ретсене минераллă удобрени хывма пулать. Сеялка сарлакăшĕ _ пилĕк метр ытла. Вăрлăха тата удобрение 40-80 мм тарăнăшне вăрăнтарать, 36 рет туса пырать. Ретсен хушши _ 15 см. Вăрлăх валли ака виçи _ 5-400 кгỸга, удобрени валли _ 25-80 кгỸга. Сехетре 9-12 километр хăвăртлăхпа ĕçлет. Бункер шăнăçулăхĕ (суммарлă) вăрлăх валли 680 кубла дециметрпа, удобрени валли 318 кубла дециметрпа танлашать. Ку сеялкăсене 85 лаша вăйĕн хăвачĕпе ĕçлекен тракторсем çумне кăкараççĕ. Çавăнпах ĕçсене тухăçлă пурнăçлас тесе хуçалăхсем тракторĕсене те, сеялкисене те пĕрле туянма тăрăшнă-тăр. Çĕнĕ йышши агрегатсемпе акана тухни ĕç хăвăртлăхне те, пахалăхне те лайăхлатма кирлĕ.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
19 апреля 2014
09:19
Поделиться