Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Путевкăсем хатĕр

Паян районти шкулсенче 9 сехетрен пуçласа17 сехетчен 7-15 çулхи ачасем валли хула тулашĕнчи лагерьсенче канмалли путевкăсем илме ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнаççĕ. Хуласенче заявленисене апрелĕн 12-мĕшĕнчех йышăнма пуçланă. Кăçал федераллă, республикăри тата вырăнти бюджетсенчен 14,5 пин путевка уйăрса панă. Путевка илес шутлă ашшĕ-амăшĕн (саккунлă представителĕсен) ачисем вĕренекен шкула çитсе кунти оператора кирлĕ документсем памалла: ашшĕ-амăшĕн паспорт копине, медицина страхлав полисĕн копине, ача çурални çинчен калакан свидетельство копине (ача 14 çул тултарнă пулсан _ унăн паспорт копине), социаллă хỹтлĕх пайĕнчен "ача йывăр пурнăç лару-тăрăвĕнче пулнине" ĕнентерекен справка (унта путевкăна тỹлевсĕр памаллине е уншăн миçе процент тỹлемеллине кăтартаççĕ). Кописемпе пĕрле документсен оригиналĕсене те илсе пымалла. Справка: ашшĕ-амăшĕ Чăваш Республикинчи лагерьсен списокĕпе тата ытти кирлĕ информаципе "Лагерьсене туянмалли путевкăсен заявкисене пухасси, шута илесси тата хатĕрлесси" ("Сбор, учет и обработка заявок на приобретение путевок в лагеря") порталăн йĕркинче çак адреспа _ sad.edu.cap.ru:90ỸPublik _ паллашма пултарать. Çемьери лару-тăрăва, кашни çын пуçне тивекен тупăша кура ашшĕ-амăшĕн путевка хакĕн 5, 20, 30, 50 процентне тỹлеме тивет. Тỹлевсĕр путевкăсене килсĕр, инвалид ачасене, çул çитмен пилĕк е ытларах ачаллă çемьере ỹсекенсене, тăлăх ачасене (училищĕре, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче вĕренекеннисене те) параççĕ. А.АЛЕКСЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
19 апреля 2014
09:18
Поделиться