Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Янра, Чутай Ен, янра

 Чаплă концерт курас килсен нимĕнле хулана та каймалла мар, хамăрăн вырăнти артистсемех питĕ ăста юрлама-ташлама пултараççĕ. Çакна Чутай халăхĕ апрелĕн 12-мĕшĕнче районти Культурăпа кану центрĕнче иртнĕ, Культура çулталăкне тата çĕр-шывăн сумлă та паллă çыннисен юбилейĕсене халалланă "Çуралнă çĕр-шывшăн чĕремĕр юрлать!" смотр-отчетăн гала-концертĕнче тепĕр хут курса ĕненчĕ. Ял тăрăхĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсен чи лайăх номерĕсене курма халăх йышлă пухăнчĕ. Смотр-отчетăн пĕтĕмлетỹ концертне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Самсонов илемлĕ юрăпа уçрĕ. Унăн хăватлă, уçă сасси Чутай сасси пулса тăчĕ. Унтан Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсем, Валентина Граченова ертсе пыракан ачасен хорĕ, ташă ушкăнĕ сцена çине тухса пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ачасен искусство шкулне çỹрекенсем те концерта хутшăнчĕç. Татьяна Зарубина вĕрентекен "На крылечке твоем", Мария Аливанкинапа Кира Булаткина дуэчĕ "Русские матрешки" юрăсене шăрантарчĕç. Кашни ял тăрăхĕ виç-тăват номерпа сцена çине тухрĕ. Александр Колендрейкин, Венера Молодейкина, Николай Быков, Валентина Немешкина чуна пырса тивмелле юрларĕç. Мăн Этмен ял тăрăхĕнчен килнĕ "Елĕм" фольклор ушкăнĕ халăх умне "Тур лашине кỹлтĕмĕр" композиципе тухрĕ. Геннадий Васильев аккомпаниатор ертсе пынипе Валентина Немешкина, Николай Кошелев, Валерий Ярабаев "Я - Земля" юрра хăватлă юрласа пачĕç. ЧР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ, ĕç ветеранĕ Александр Трофимов Алексей Фатьянов поэтăн чăвашла куçарнă сăввине вуларĕ. Атнар ял тăрăхĕн "Айхол" ушкăнĕ тата унти паллă юрăçсем - Нина Маркова, Людмила Мадебейкина, Елена Волкова - Геннадий Шуськинпа Геннадий Орлов баянистсемпе пĕрле илемлĕ юрăсем чылай шăрантарчĕç. Юлашки çулсенче районта палăрнă юрăçсем Лариса Краснова, Регина Чишкина та хăйсен уçă сассисемпе савăнтарчĕç. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи Александр Быков юрăçăн пултарулăхĕ иксĕлми. Халăх унăн юррине тата Регина Чишкинапа пĕрле парнеленĕ ташша хапăл туса йышăнчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те маттур, хальхинче те Леонид Аргандейкин тата Георгий Ярлов алла купăс тытса илемлĕ кĕвĕсем выляса пачĕç. Тралькассинчи Николай Еремеевпа Василий Храмов çамрăксенчен кая мар, питĕ çăмăллăн ташша яра пачĕç. "Хăнатар" ушкăн вара чăваш юррисемпе савăнтарчĕ. Ачкасси ял тăрăхĕнчен сцена çине хор тухрĕ. Вера Жерженова "Хурçă шанчăк" сăвва тăп- таса, янравлă каласа пачĕ. Николай Пономарев илемлĕ юрă шăрантарчĕ. Пантьăксен "Сăр таппи" фольклор ушкăнĕ яланхи пекех сценăна хăйсен юрри-кĕввипе илем кỹчĕ. Юрий Ельмов, Николай Лисаев, Юрий Храмов "Симĕс топольсем" юрăпа тыткăнларĕç. Тĕрлĕ отрасльте ĕçлекен çынсем пĕр саслă пулса çакăн пек илемлĕ номер тума пултарни чăннипех мухтава тивĕçлĕ. Вăрман леш енчен килнĕ ял тăрăхĕсенчи пултаруллă çынсем уйрăм сăмаха тивĕçлĕ. Ку тăрăхра пурăнакансен пултарулăх çăл куçĕ яланах вăйлă тапса тăрать. Ахальтен-и Чутай çĕрĕ унтан тухнă юрăçсемпе паян чăннипех мухтанать. Вĕсен ташши те илĕртỹллĕ, юрри те ыттисенчен урăхларах шăранать. Акă "Ташша яра пар" ушкăн "Барыня" тата чикансен ташшисене ăста ташларĕ. Хусанушкăнчи Светлана Яруткина купăспа выляса пулăшнипе Юрий Герасимов "Сармантейĕн сар чăххи" шỹтлĕ юрра юрласа халăх кăмăлне çĕклерĕ. Сĕнтĕкçырмисем "Кун пек кинпе пурăнма пулать" кулăшла сценкăра паянхи пурнăçра, çемьепе йăлара тухса тăракан çивĕч ыйтусене хускатрĕç. "Вĕç, вĕç, куккук" чăваш халăх юррине кам пĕлмест-ши? Штанаш ял тăрăхĕнчи Владимир Париковпа Николай Иванов ăна чуна витермелле юрларĕç. Майя Егорова юрланине итлесен: "Ăçти артист-ши ку хĕр?"- тесе ыйтас килчĕ тĕлĕннипе. "Шуçăм" тата Кив Атикассинчи "Шупуç" ансамбльсем, районти ытти ушкăнсем пекех, мĕне тăраççĕ! Вĕсем - чăвашлăх юрри-кĕввине, йăлисене упракансем. Мĕн тери илемлĕ те хăйне евĕр юрăсем шăрантарчĕç ку тăрăхри артистсем. Сăмахпа калама май çук, куçпа курнине нимĕн те çитмест. Чăваш хĕрарăмĕн тумĕ кирек хăш фольклор ушкăнне те нĕр кĕртрĕ. Чăваш тĕрриллĕ шур кĕпе, кĕрен, симĕс саппун, шăнкăр-шăнкăр хĕрес çакки... Çак тума çакăн евĕр концертсенче, уявсенче кăна курмалли юлать пулĕ? Туйсене те вырăсла тума пуçланăранпа, ай, сайра курăнать-çке вăл. Вырăнти ăстасем арча тĕпĕнче сарăхса выртма хатĕрлемен пулĕ те-ха ăна? Питĕркасси ял тăрăхĕнчен сцена çине вĕрентекенсен, ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ тухрĕ. Евгения Герасимова чăваш чĕлхи çинчен сăвă илемлĕ вуларĕ. Николай Судаковпа Олег тата Николай Быковсене те халăх алă çупса йышăнчĕ. Уйрăмах куракансем пĕчĕк арçын ачан пỹрнисем купăс пускăчĕсем çинче вылянарах панине сăнарĕç. "Хорапырта хор вăрларăм, хорах тесе ан калăр. Çичĕ ялта хĕр шырарăм, ясар тесе ан калăр", - шăрантарчĕ çамрăк артист. Аслисенчен юлмасăр вăл кĕвĕ çине кĕвĕ янăратрĕ. Улмуççинчен улми аякка ỹкмен пулас, малашне ашшĕпе ывăлне сцена çинче пĕрре мар курăпăр-ха. Гала-концертра хĕрĕхе яхăн номер пулчĕ. Вĕсенчен пĕрне мухтама, теприне хурлама май çук. Пурте - чаплă, мăнаçлă. Смотр-отчет тематикине пăхăнса хатĕрленĕ номерсем питĕ интереслĕ, чуна тыткăнламалла пиçсе тухнă. Вĕсенче чăн чăвашлăх туйăмĕ, йăли-йĕрки уççăнах палăрчĕ. Виçĕ сехете пынă концерт кунпах вĕçленмерĕ. Пирĕн ентеш, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Станислав Кондратьев профессор хĕрлĕчутайсене парне туса пачĕ: Чăваш патшалăх университечĕн вокал искусствин факультечĕн 4-5-мĕш курс студенчĕсем сăмах илчĕç. Алексей Петров, Алексей Смирнов, Татьяна Васильева, Наталья Ромашина, Дарья Михайлова тата ыттисем тĕрлĕ кинофильмсенчи юрăсене профессионаллă шайра юрласа пачĕç. Халăх вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕ. 

-Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ пулнă май кунти халăха хамăрăн ĕçе кăтартас килчĕ. Çакăн пек юрăçсем, паян-ыран пысăк сцена çине тухакан артистсем хатĕрлетпĕр эпир, -  терĕ Станислав Кондратьев. Çамрăк юрăçсене хапăл туса йышăннăшăн куракансене тав турĕ вăл. А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
16 апреля 2014
14:25
Поделиться