Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕп хула хăтлăрах пулĕ

Шупашкар хули 550 çул тултарнине, Чăваш автономине 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес ĕçсем малалла пыраççĕ.

ЧР Экономика министерстви укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕллевпе Мускавра ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерет, çав хушăрах Шупашкарта тĕп хулана хăтлăх кÿрес ыйтусене пăхса тухаççĕ.

Çулсем

Пĕлтĕр Шупашкарта çулсене реконструкцилессипе чылай ĕç тунă, декабрь уйăхĕнче МТВ-центр патĕнче çĕр айĕпе каçса çÿремелли вырăн тума пуçланă. Мускав кĕперне реконструкцилес тĕллевпе проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеççĕ.

Çав хушăрах çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тимлĕх уйăрассине те вăйлатнă. 846 çул палли лартнă, 18 светофора çĕнетнĕ, çул урлă каçмалли вырăнсене каçхи çутăпа тивĕçтернĕ. Çапла туни аварисем пулассине чакарма пулăшать.

Кил картишĕсем, ача лапамĕсем

Çуртсенче тата кил картишĕсенче капиталлă ремонт тума пĕлтĕр 87,8 млн тенкĕ янă, 528,1 пин тăваткал метр кил картишĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 268 ача лапамĕсенче йĕрке тунă.

Çĕнĕ правилăсем

Малашне Шупашкар хулине хăтлăлатма çĕнĕ Правилăсем йышăннă, унта автостоянкăсемпе йытăсене уçăлтарса çÿремелли вырăнсемпе çыхăннă чарусене тĕплĕн çырса кăтартнă. Çуллахи тата хĕллехи вăхăтра урамсене мĕнле тасатмаллине, уявсенче мĕнле илемлетмеллине те пăхса хунă. Предприятисемпе офиссен, учрежденисемпе лавккасен территорийĕсене кам тата ăçта çити тасатмаллине те пăхса хăварнă. Йĕркене пăхăнманнисене тата пăсакансене штрафсем кĕтеççĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
26 февраля 2014
09:49
Поделиться