Государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам

Тарифсем ÿснĕ

Чăваш Республикинчи пассаржирсене хулаçум тата хуласем хушшинчи маршрутпа автомобиль транспорчĕпе илсе çÿренĕшĕн тÿлемелли хаксем 2017 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ÿснĕ.

Малтанхи хаксене 2015 çулхи февраль уйăхĕнче, 2013 çулхипе шайлаштарса, çирĕплетнĕ пулнă. Çапла майпа Чăваш Республикинче пассажирсене автомобиль транспорчĕпе илсе çÿренĕшĕн тÿлессин хакĕсем 4 çул улшăнман - пĕр шайра пулнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнчи /51-мĕш номер/ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн автомобиль транспорчĕпе илсе çÿренĕшĕн тÿлессин тата пĕр уйăхшăн туянакан çулçÿрев билечĕсен хакĕсене 2016-2017 çулсенчи инфляци хакне шута илсе 9,6 процент ÿстернĕ.

Хулаçум  тата хуласем хушшинчи маршрутпа çÿренĕ чухне тÿлессин йĕрки тĕрлĕрен. Хулаçум хушшинче алăран укçа тÿлесе çÿренĕ чухне пĕр çухрăмшăн 2,62 тенкĕ /0,23 тенкĕ ÿснĕ/, çулçÿрев карточкипе усă курса çÿренĕ чухне 2,09 тенкĕ /малтанхи пекех/ тÿлемелле. Хуласем хушшинчи пĕр çухрăм çулçÿревшĕн 2,87 тенкĕ /0,25 тенкĕ ÿснĕ/ тÿлемелле. «Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар», «Çĕнĕ Шупашкар - Шупашкар» маршрутри пĕр çулçÿревшĕн, пĕр багаж вырăнĕшĕн çакăн пек тарифсем çирĕплетнĕ:

«МЗ» категорири транспортпа çулçÿрев карточкипе усă курнă чухне 20 тенкĕ, алăран укçа тÿлесе çÿренĕ чухне 21 тенкĕ, «М2» категорири транспорт хатĕрĕпе çула тухас пулсан карточкăпа усă курнă чухне 24 тенкĕ, алăран укçа тÿлесе çÿренĕ чухне 25 тенкĕ тÿлемелле.

Сăмах май,  «Чăваш Республикинче пассажирсене автомобиль транспорчĕпе илсе çÿрессине йĕркелесси çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшÿллĕн пассажирсене муниципаллă маршрутсемпе илсе çÿрессин тарифĕсене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем палăртаççĕ.



"Елчĕк Ен"
15 марта 2017
11:20
Поделиться