Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Аталанма майсем туса памалла

Аталанма майсем туса памалла

Уяв çывхарнă май, майăн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн пысăк залне предпринимательсем (шел те, нумайăнах марччĕ вĕсем) пухăнчĕç. “Паян эпир пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетме тата малашнехи тĕллевсене палăртма пуçтарăнтăмăр”, — терĕ канашлăва уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков. Сергей Львович палăртнă тăрăх, 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 99 пĕчĕк тата 4 вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ, 235 уйрăм предприниматель, 29 хресчен фермер хуçалăхĕ шутланнă, вĕсенче 1652 çын ĕçленĕ е ĕçлеме пултаракансен — 43,6 проценчĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракансем пĕтĕмĕшле продукцин 12,3 процентне тиесе ăсатнă, 16398 пин тенкĕ (25,7 процент) налуксем хывнă. Хастаррисен йышĕнче вăл “Автошвейпред”, “Чесла”, “Чесла-АСТ”, “Композит 21”, “Рыба Плюс” ООО-сене тата райпопа обществăлла апатлану предприятине асăнчĕ. “Паян пушă ларакан çуртсем те çук мар-ха пирĕн. Вĕсенче ĕçлеме предпринимательсене явăçтарассипе малалла ĕçлетпĕр”, — хăйĕн шухăшне палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Унтан канашлура Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ, хамăр ентеш — В. Николаев (Ванюшкассинчен) сăмах каларĕ. Вадим Иванович хăй те ку енĕпе вăй хунă та, предпринимательсен ĕçĕ çăмăл маррине аван пĕлет, вĕсем экономика тытăмĕнче ытларах пулмаллине çирĕплетет. “Эпĕ Федераци Канашĕн агропромышленность тата çутçанталăкпа усă курас енĕпе ĕçлекен комитетĕнче тимлетĕп. Пирĕн район та — аграри районĕ. Çак отрасль паян питех те кирлĕ пулса тăрать, унăн вара малашне тата та вăйлăраххăн аталанса пымалла. Тĕнче шайне тухасси çинчен ытларах шутламалла”, — терĕ сенатор. Вăл кунпа пĕрлех предпринимательлĕх енĕпе унччен йышăннă саккунсем епле ĕçленипе интересленчĕ, В. Дмитриев, В. Львов, Г. Афанасьев тата В. Трофимов предпринимательсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Унтан “Чăваш Республикинчи пĕчĕк бизнеса пулăшакан агенство” автономилле коммерцилле мар организацин ĕç тăвакан директорĕн çумне В. Викторова сăмах пачĕç. Василий Олегович пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене микрозаймсем памалли йĕркепе условисем пирки пĕлтерчĕ”. Асăннă организацине 2009 çулта туса хунă, тĕп тĕллевĕ республика территорийĕнче шута илнĕ предпринимательлĕх субъекчĕсене займсем панипе патшалăх пулăшăвĕ кỹресси пулса тăрать. Агенствăн Чăваш Енте подразделенисен анлă сечĕ пур. Займсене 3 млн тенкĕлĕх 5 çуллăха паратпăр, çамрăк предпринимательсене те (пĕрремĕш çул ĕçлекенсене) пулăшма хатĕр эпир”, — пĕлтерчĕ Василий Олегович. Канашлура çавăн пекех “Чăваш Республикин гаранти фончĕ” автономилле коммерцилле мар организацин ĕç тăвакан директорĕн çумĕ А. Игнатьев тата “Красноармейски районĕн нумай функциллĕ центрĕ” автономи учрежденийĕн директорĕ Н. Соколова тухса каларĕç. Районти комплекслă хутшăнусен кураторĕ Т. Ефимова вара предпринимательсемпе “Уйрăм çынсем хушшинчи çыхăнусене гармонизацилесси” темăпа тренинг йĕркелесе ирттерчĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков пĕтĕмлетрĕ, пурне те çывхарса килекен праçникпе пур кăмăлтан ăшшăн саламларĕ, район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн тата общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн И. Дмитриева, Л. Афанасьевана, Г. Афанасьева тата Т. Семенована район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
24 мая 2016
11:36
Поделиться