Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ю. Поповпа С. Павлов канашлу ирттернĕ

Районта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. А. Попов тата ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ — ялхуçалăх министрĕ С. В. Павлов пулнă. Вĕсем ялхуçалăх предприятийĕсен тата хресчен фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта вырмана вĕçлес, кĕр тыррисем акас, вĕсен вăрлăхне хатĕрлес тата фермăсемпе кормоцехсене обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма юсаса çитерес ыйтусем тавра калаçу пынă, ку енĕпе тăракан задачăсене сỹтсе явнă. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков тата республикăри АПК ветеранĕ П. Ивантаев хутшăннă, сăмах каланă. 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
18 августа 2015
15:02
Поделиться