Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ватăсем канашланă

Ватăсем канашланă

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен тăххăрмĕш пленумĕ иртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ çывхарса килет. Çавна май ватăсем çулталăкра пĕр хутчен килекен хăйсен тĕп уявне паллă тăвас тĕллевпе пухăнса канашларĕç те. Вĕсем умĕнче районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Л. Анисимова “Ватă çынсен кунне кĕтсе илесси”, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Николаева “Мăн Шетмĕ ял администрацийĕ вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕпе еплерех ĕçлесе пыни” темăсемпе тухса калаçнă. Вĕсене сỹтсе явма ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин “Красноармейскинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ” бюджет учрежденийĕн ертỹçи В. Иванова, районти вĕрентỹ тытăмĕнче вăй хуракансен профсоюз организацийĕн председателĕ С. Суховетрюк, Раççей пенсионерĕсен районти уйрăмĕн председателĕ А. Никитин, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен президиумĕн членĕ С. Мефодьева (Красноармейски), РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г. Петрова, ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. Прохоров (Красноармейски), районти историпе краеведени халăх музейĕн директорĕ В. Серафимов, Çĕнĕ Выççăлккă ял старости Г. Гурьев тухса калаçнă. Пленум сỹтсе ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăну тунă. Уйрăм ветерансене патшалăх наградисемпе чыслама тăратас ыйтусемпе район пуçлăхĕ В. Григорьев, АПК тытăмĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисен канашĕн председателĕ Л. Журавлев сăмах илнĕ. Пленум организациллĕ ыйтусем пăхса тухнă. Çамрăксем хушшинче патриотла воспитани ĕçне тивĕçлипе туса пынăшăн Заволжски клуб çумĕнчи халăх музыкин “Раштав” ансамбль ертỹçине А. Тюмерова республикăри ĕçпе вăрçă, хĕçпăшаллă вăйсен ветеранĕсен канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Пленум ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков хутшăннă, сăмах тухса каланă.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
23 сентября 2014
09:38
Поделиться