ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Амăшĕн вĕренмеллех - пурнăçра кирлĕ пулать

29 мая 2014 г.

Паянхи хĕрарăм хăйĕн професси ĕç-хĕлне çемье тăнăçлăхĕпе пĕр килтерме пултарсан чăннипех ăнăçлă шутланать.

Анчах та чылай чухне урăхларах килсе тухма пултарать. Çемьере çĕнĕ кайăк хушăнсан çакна уйрăмах туйса илетĕн. Амăшлăх - чылайăшĕн çунатлă ĕмĕчĕ тата кашни хĕрарăмăн çак çутă тĕнчери тивĕçĕ. Анчах та амăшĕсенчен хăшĕ-пĕри професси пурнăçĕнчен 1,5 е 3 çуллăх уйрăлмашкăн хатĕр мар.

Апла тăк хушма пĕлÿ илмешкĕн тата ăсталăх шайне упраса хăвармашкăн укçа-тенкĕ тăккаламасăрах пурнăç уттипе пĕр тан мĕнле пымалла-ха?

Чăваш Енри ĕçлев службин органĕсем ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ тата декрет тапхăрĕ вĕçленсен ĕçе тухма шухăшлакан хĕрарăмсене профессин хушма пĕлĕвне ямалли мероприятисене 2011 çултанпах пурнăçа кĕртме тытăннă. Вĕсен тĕллевĕ - пĕчĕк ачапа ларнă вăхăтрах хĕрарăма професси ăсталăхне пуянлатма май туса парасси, çĕнĕ программăсене алла илме, квалификацие ÿстерме пулăшасси.

Асăннă мероприятие финансламалли тĕп çăл куç - Чăваш Енĕн республика бюджечĕн укçи-тенки.

Хушма пĕлÿ илес шухăшлă çамрăк амăшĕн кун пек чухне вĕренÿ курсне пĕтернĕ хыççăнах ĕçе тухмалла тата служба органĕн центрне тивĕçлĕ документсем пырса памалла.

Хальхи вăхăтра асăннă ушкăна кĕрекен хĕрарăмсене ĕç рынокĕ ыйтакан 18 профессие хăнăхтараççĕ. Вĕсем персонал енĕпе ĕçлекен менеджер, маникюрша, парикмахер, кадр енĕпе ĕçлекен специалист, ПЭВМ операторĕ, "АСБУ операторĕ 1С: Предприяти" ĕç-хĕлне уйрăмах кăмăлласа суйлаççĕ.

Ăсталăха ÿстермелли çакнашкал мел çамрăк амăшĕсен хушшинче ытларах сарăлнă. Тÿлевсĕр вĕренмелли майпа çулталăк пуçланнăранпа республикăра пурăнакан 213 хĕрарăм усă курнă.

Вера Иванова парикмахерта чылай çул тăрăшнă, имиджпа çыхăннă тытăмăн пур енлĕн аталаннă специалисчĕ пулма ĕмĕтленнĕ.

- Анчах та иккĕмĕш ачана çуратнă хыççăн професси енĕпе аталанасси пирки палăртса хунă ăнтăлăва вăхăтлăха манма тиврĕ, - тет Вера. - Ачана пăхмашкăн илнĕ отпуск вăхăтĕнче тус-тантăш ăсталăха ÿстерес ыйтупа Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кайса килме сĕнчĕ. Мана унта косметолог-визажист-стилист специальноçпа пĕлÿ илме май пуррине пĕлтерчĕç. Тÿрех килĕшрĕм. Çу уйăхĕн вĕçĕнче курсран вĕренсе тухатăп та ача çуратиччен хам ĕçленĕ "Софт-Имидж" парикмахерские вырнаçас тетĕп, урăхла каласан профессин çĕнĕ стартне тухатăп.

Экономист профессине илнĕ Ольга Алексеева виççĕмĕш ачине çуратиччен "Строма" АХО генеральнăй директорĕ пулнă. Декретлă отпуска вĕçлесе ĕçе тухиччен вăл професси ăсталăхне пуянлатма шухăшланă.

- Ĕçлев центрĕ янипе "Смета ĕçĕ" программăпа квалификацие тÿлевсĕр ÿстерме май пурри çинчен пĕлсен питĕ савăнтăм, - кăмăллăн калаçать Ольга. - Ака уйăхĕн вĕçĕнче вĕренсе пĕтертĕм те çу уйăхĕн уявĕсем хыççăн ĕçе тухрăм.

Çамрăк амăшĕсемшĕн ку мел чăннипех пайталлă. Анчах мероприятин эффективлăхĕ курăмлă-ши?

Чи малтанах, унăн социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк. Кун пек чухне ĕçсĕрлĕхе профилактикăласси çинчен калаçма пулать. Професси вĕренĕвĕн курсне пĕтернĕ хĕрарăмсенчен пĕри те ĕçсĕрлĕх статусне илмешкĕн регистрациленес тесе служба органĕн центрне пыман. Апла тăк ĕçсĕрлĕх шайĕ чакать, унсăр пуçне ĕçсĕрлĕхшĕн паракан пособи тÿлемелли бюджет укçи перекетленет.

Хĕрарăмсене вĕрентмешкĕн тăкакланă нухрат налук валли куçарнă укçа шучĕпе бюджета таврăнать.

Чи пĕлтерĕшли вара - курсра професси енĕпе илнĕ хăнăхупа ăсталăх кашни хĕрарăма пурнăçра хăйне тивĕçлĕ вырăн тупма, малашлăха хавхаланупа ăнтăлма май парать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика