Комсомольский муниципальный округ

"Мăкăнь - 2017" операци

Районта тăтăшах профилактика мероприятийĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ тесен те юрать. Рейдсене çынсен тимлĕхне тата асăрханулăхне ỹстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Тĕслĕхрен, халĕ районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнче "Мăкăнь - 2017" оперативлă профилактика операцийĕ пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ - наркотиклă ỹсен-тăрана ỹстерекенсене тытса чарасси. Çавна май участокри полици ĕçченĕсем халăхпа тĕрлĕрен калаçусем ирттереççĕ, хуçалăхри пахчасене, дача участокĕсемпе хирсене тĕрĕслеççĕ.

Аса илтеретпĕр, мăкăнь - наркотиклă ỹсен-тăран. Ăна ỹстерни преступлени шутланать. Йĕркене пăсакансен саккун умĕнче явап тытма тивĕ: штрафран пуçласа уголовлă ĕç таранах. Тупнă мăкăне полици ĕçченĕсем çунтарса ярĕç.

С.ПРОХОРОВ



"Каçал Ен"
28 июня 2017
09:04
Поделиться