Комсомольский муниципальный округ

Салтак атти тăхăнма хатĕр

Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк рай-онĕсенчи уйрăмĕнче тăрăшакансен халĕ хĕрỹ тапхăр - çуркуннехи çар призывĕ пырать. Тăван çĕршыва чунтан парăннисем, кăмăлпа çирĕпписем çар ретне тăраççĕ.

Акă, апрелĕн 25-мĕшĕнче районти 5 яш çар тумĕ тăхăнчĕ те. Урмаел ял тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ А.Галимзянов, А.Хабибрахманов, А.Гималдинов, А.Сафиуллин, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнчи М.Александров пирвайхи призывпа çула тухрĕç.

Вĕсене чи малтанах ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов инструктаж пачĕ: "Эсир - çĕршыв хỹтĕлевçисем. Сумлă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласса шанатăп", - терĕ вăл.

Çавăн пекех военком кĕскен салтак пурнăçĕпе, паянхи çарти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Çар ретне тăракансене телейлĕ çул пултăр.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
28 апреля 2017
12:28
Поделиться