Комсомольский муниципальный округ

"Экологи ассортийĕ" иртрĕ

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ĕçченĕсем экологипе çыхăннă тĕрлĕрен мероприятисемпе акцисем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, кĕçĕн классенче вĕренекенсем экологи субботникĕсемпе "Кайăксене хĕлле апатлантарар", "Кайăксен çурчĕ" тата çакăн йышши ытти экологи акцийĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ.

Кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ иртет. Унпа килĕшỹллĕн асăннă шкулта апрелĕн 21-мĕшĕнче класс ертỹçи О.Г.Матвеева 2-мĕш "б" вĕренекенĕсемпе "Экологи ассортийĕ" класс сехечĕ йĕркелерĕ. Мероприяти пуçламăшĕнче тĕнчере пурăнакансен тивĕçĕ Çĕр-Аннемĕре сыхласси, упрасси пулни çинчен калакан видеоролик пăхрĕç. Каярах кĕçĕн çулхисем учительпе пĕрле çулçỹреве тухса "Экологи терминĕ", "ЧР Хĕрлĕ кĕнеки", "Экологи темипе çыхăннă ваттисен сăмахĕсем", "Экологи темипе çыхăннă тупмалли юмахсем" станцисенче чарăнчĕç. Вăйă вăхăтĕнче ачасем кайăксен тата тискер чĕрчунсен сассисемпе паллашма пултарчĕç.

"Экологи ассортийĕ" мероприяти ачасене питĕ килĕшрĕ. Вĕсем вăйă вăхăтĕнче хăйсем çутçанталăкпа тăван ене епле пĕлнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Юлашкинчен вăрманта тата шывсем çумĕнче хăйсене епле тытмаллине ачасене каласа пачĕç.

Петр РОДИОНОВ



"Каçал Ен"
25 апреля 2017
10:11
Поделиться