Комсомольский муниципальный округ

Кĕр парнепе савăнтарать

 Сентябрĕн 1-мĕшĕнче район центрĕнче "Кĕр парнисем" курав иртрĕ. Курава кашни çулах райпо çỹллĕ шайра йĕркелет. Мĕн кăна пулмарĕ-ши кĕркунне темипе илемлетнĕ палаткăсенче? Хăяр, помидор, купăста, кишĕр, сухан, çĕрулми, арбуз, дыня, кавăн, слива, виноград тата ытти те сентресене илем кỹчĕç. Тĕрлĕ апат-çимĕç, çăкăр-булка сĕнчĕç туянакансене. Халăх хĕвĕшрĕ çеç. Кĕр карçинкки чăннипех те тулли иккен. Çакна хам курса ĕнентĕм. Уяв спорт мероприятийĕсемпе, юрă-ташăпа, сумлă хăнасемпе пуян пулчĕ. Лотерея выляттарни те парнепе хавхалантарчĕ. Тĕплĕнрех çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр.



"Каçал Ен"
02 сентября 2016
17:29
Поделиться