Комсомольский муниципальный округ

Шăнкăрав сасси саланчĕ таврана

Мĕн чухлĕ савăнăç, хаваслăх

Çиçет кашнин сăн-питĕнче.

Çак туйăм вĕçĕм тăсăласлăн

Курнăçланать кĕрхи тĕнче.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасем тăван шкулĕсене ир-ирех васкарĕç. Тунсăхланă курăнать... Пысăк туйăмпа, илемлĕ чечек çыххипе утакан ачасене пăхса чун савăнать, тỹрех шкулта пĕлỹ пухнă вăхăт асăма килет. Ĕнер районти кашни шкултах пысăк уявсем пулчĕç, пĕлỹ çурчĕсем хăйсен алăкĕсене яри уçрĕç.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вара Пĕлỹ кунне халалланă линейкăна сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа ачасемпе вĕрентекенсене саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин килсе çитрĕç. Унсăр пуçне уява асăннă шкул коллективне нумай çул ертсе пынă педагогика ветеранĕ Геннадий Длинов та хутшăнчĕ.

Шкул директорĕ Евгений Савельев çак учрежденире пултаруллă вĕренекенсем пĕлỹ пухнине, маттур та пуян опытлă педагогсем ĕçленине палăртса хăварчĕ. Кăçал 38-ăн партăсем хушшине пĕрремĕш хутчен ларнине те, пурĕ шкулта 343 ача вĕреннине те каларĕ.

Савăнăçлă линейка вăхăтĕнче ачасене саламланă май, Юрий Попов вĕрентỹ патшалăх политикинче яланах малти вырăнта пулнине уйрăммăн палăртрĕ.

- Паян тĕп çынсем - эсир. Çамрăк ăру - пирĕн республикăпа çĕршывăн пуласлăхĕ. Паянтан сирĕн çĕнĕ пĕлỹпе, интереслĕ тĕлпулусемпе тата тĕлĕнмелле çитĕнỹсемпе пуян яваплă тапхăр пуçланать, - терĕ Юрий Алексеевич.

Пĕлỹ кунĕ çутă та таса классенче парта хушшине ларнă кашни ачашăн манăçми пулăмла çырăнса юлĕ.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
02 сентября 2016
17:24
Поделиться