Комсомольский муниципальный округ

Черетлĕ канашлу иртнĕ

 Августăн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен за-лĕнче ĕçпе вăрçă тата право хуралĕн ветеранĕсен пуçламăш организацийĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Районăн кăçалхи пĕрремĕш çурçулхи социаллă-экономикăлла пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Самаркин паллаштарнă, ветерансене кăсăклантаракан нумай ыйту çине хуравланă.

Ветерансем "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕн заведующийĕн А.Полякован, Çĕнĕ Мăратри халăх краеведени музейне пăхса тăракан И.Мартынован отчечĕсене итленĕ.

Ю.Тимофеев ветерансен пуçламăш организацийĕсен октябрь уйăхĕнче иртекен отчетпа суйлав пухăвĕсене хатĕрленес, пуçламăш организацине туса хунăранпа 30 çул çитнине паллă тăвас задачăсем çинче чарăнса тăнă. И.Белобаева пенси законодательствинчи улшăнусемпе паллаштарнă, панă ыйтусене хуравланă.

Ветерансем "Рассвет" ЯХПКри пуçламăш организаци председательне М.Красновăна, "Пайгас" хуçалăхри З.Фадеевăна юбилейĕсемпе саламланă.

Канашлăва Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Н.Митюков, РФ пенси фончĕн районти управленийĕн, 41-мĕш аптекăн, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тата ытти обществăлла организацисен ертỹçисем те хутшăннă, ветерансен ыйтăвĕсене хуравланă.



"Каçал Ен"
30 августа 2016
12:16
Поделиться