Комсомольский муниципальный округ

Фестиваль-конкурсра палăрнă

Тукай ял библиотекин çамрăк вулавçисем Людмила Борисовна Шорникова библиотекарь ертсе пынипе Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви йĕркеленĕ "Детско-юношеская библиотека" конкурса хутшăнса палăрнă.

Акă 9-мĕш класра вĕренекен Ирина Никитинăна "Я - увлеченный человек" видеороликсен электронлă презентацийĕсен конкурсĕнче "Лучшая электронная презентация" номинацире Тав хучĕпе чысланă. 7-мĕш класра вĕренекен Аня Матросова тата 5-мĕш класра пĕлỹ пухакан Настя Афанасьева "Прикосновение к мастерству" литература произведенийĕсемпе никĕслесе хатĕрленĕ республикăри фестиваль-конкурса хутшăнса Тав хучĕсене тивĕçнĕ.

Эпир вара çамрăк вулакансене малашне те вĕренỹре тата пултарулăхра ăнăçу сунатпăр.

Л.ШОРНИКОВА



"Каçал Ен"
26 сентября 2015
15:02
Поделиться