Комсомольский муниципальный округ

Районти библиотекăсем - чи лайăххисем

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Наци библиотекинче республикăри библиотекарьсен анлă форумĕ иртрĕ. Унта районти тĕп библиотека ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Библиотека директорĕ Инна Яндрова ĕçтешсене хăйĕн паха опычĕпе паллаштарчĕ. Вăл "Виртуальное краеведение" информаци ресурсĕпе "Стихи в кармане" акци пирки тĕплĕн каласа пачĕ. "Виртуальное краеведение" информаци ресурсĕ пулăшнипе тăван ен культурипе, Каçал тăрăхĕнче пурăнакан халăх йăли-йĕркипе, историйĕпе туллин палашма май пур. "Библионик" клуб членĕсем "Стихи в кармане" акципе килĕшỹллĕн сăвăсене ятарлă карточкăсем çине çырса хатĕрлеме тытăннă. Шăпах асăннă форумра "Нарспи" поэмăн сыпăкĕсене çырнă карточкăсене салатса патăмăр.

Ытти районсенчи ĕçтешсемпе пĕрле тĕл пулнă май нумай ыйту сỹтсе яврăмăр, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашрăмăр, семинар-практикумсене хутшăнтăмăр, тĕрлĕ пултарулăх площадкисенче ăсталăха ỹстертĕмĕр.

Форумра республикăри "Библиотека ХХI века" смотр-конкурсра çĕнтернисене чысларĕç. Районти тĕп библиотека "Центральная районная библиотека" номинацире, Аслă Çĕрпỹел вулавăшĕ "Сельская библиотека" номинацире çĕнтерчĕç. Çакă библиотекăра чăннипех те хăйсен ĕçне юратакан, тăрăшуллă çынсем ĕçленине çирĕплетет.



"Каçал Ен"
06 июня 2015
10:32
Поделиться