Комсомольский муниципальный округ

Кĕнекепе туслисене чысланă

Чăваш наци библиотекин, ЧР Профессионал писательсен союзĕн тата Чăваш кĕнеке издательствин пуçарăвĕпе 2003 çултанпа "Чăваш Ен литератури" конкурс иртет. Унта муниципалитет вулавăшĕсем, вулакансем хастар хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта вун-вун кĕнеке çĕнтерỹçĕ пулнă, пин-пин вулакан илемлĕ литературăпа çывăхланнă.

Апрелĕн 23-мĕшĕнче 2013 çулта кун çути курнă кĕнекесенчен чи лайăххисене палăртнă. Кăçалхи 13-мĕш конкурса республикăри 21 районти тата 5 хулари 200 ытла вулавăш хутшăннă. Конкурса чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ 192 кĕнеке тăратнă. Чи маттуррисене палăртас тĕлĕшпе 51133 вулаканăн сĕнĕвне шута илнĕ. "Чăваш кĕнеки" номинацире Ангелина Павловскаян "Вĕрене шывĕ те пылак" романне çитекенни пулман. Уншăн 8208 çын сасăланă. "Ача-пăча тĕнчи" номинацире Николай Ишентейĕн "Ырă ĕçсен команди" çĕнтернĕ.

Ялти вулавăшсем те хастарлăх кăтартнă. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти бибилиотекăсем те пур. Сăмахран, районти тĕп библиотека "Кĕнекен тĕп хули" номинацире виççĕмĕш вырăна тухнă. Аслă Çĕрпỹелĕнчи вулавăш конкурса çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттернипе палăрнă. Районти тĕп библиотека директорне Инна Ядровăна, Аслă Çĕрпỹел библиотекарьне Галина Родионовăна парнесемпе тата дипломсемпе хавхалантарнă.



"Каçал Ен"
06 мая 2015
09:10
Поделиться