Комсомольский муниципальный округ

Кĕнекесем парнеленĕ

Библиотекăн тĕп пуянлăхĕ - кĕнекесем. Вĕсен шутне ỹстерес тĕллевпех кашни çул "Библиотекăна кĕнеке парнеле" акци ирттереççĕ. Унта район çыннисем хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем паянхи куна нумай кĕнеке парнелерĕç те. Акă, çак кунсенче çеç Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ỹснĕ Иван Никонорович Михайлов районти тĕп библиотекăна парнесемпе çитрĕ.

Чăваш халăхĕн тулли историйĕпе паллаштаракан "Деревня Беззубино" кĕнеке вулакансемшĕн çав тери усăллă пулĕ. Вăл виçĕ пайран тăрать. "Ĕмĕрсен çути" ("Летопись веков") кĕнекере чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, пурнăçне туллин çутатнă. "Чĕкеçсем" кĕнекене те вулакансем хаваспах алла илĕç. Вăл тĕрлĕ калавсемпе пуян.

Чăваш Республикин паллă таврапĕлỹçине,нумай кĕнеке авторне Иван Никонорович Михайлова парнесемшĕн чĕререн тав тăватпăр.

Л.МОРОЗОВА,

библиограф



"Каçал Ен"
15 апреля 2015
09:33
Поделиться