Комсомольский муниципальный округ

Эрнелĕх хаваслă иртрĕ

 Кашни çулах март уйăхĕнче ача-пăча кĕнекисен эрнелĕхĕ иртет. Вăл ачасемшĕн чăн-чăн уяв. Шăпах çак вăхăтра вулакансем тĕрлĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ, мероприятисене хутшăнаççĕ. Эрнелĕхе уçнă май "Здравствуй, Книжкина неделя! Здравствуй, наш веселый друг" литература уявне ирттерĕмĕр. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 1-мĕш "а", 3-мĕш "б" класĕсенче пĕлỹ пухакансем хутшăнчĕç. Уява Ỹнерçĕ, Сăвăç, Тухатмăш карчăкĕ, Кĕнеке килсе çитрĕç. Вĕсем çамрăк вулавçăсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç, ыйтусем пачĕç. Кĕнеке тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем ирттерчĕ. Ачасем те хастарлăхпа палăрчĕç, тĕрлĕ юмахсем каларĕç.

Вулавçăсем юмахсен тĕнчинче те пулса курчĕç. Ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем Петр Ершов çуралнăранпа 200 çул çитнĕ май унăн пултарулăхĕпе туллин паллаштарчĕç. Ачасен чи юратнă юмахне - "Конек-горбунока" - аса илчĕç. Р.Свистунова библиотекарь Г.Х.Андерсен çуралнăранпа 210 çул çитнине халалласа "Датский король сказок" çăлтăрчăк сехечĕ ирттерчĕ. Вĕренекенсем писательсен кĕнекисемпе паллашрĕç, пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем "В гостях у мышки-норушки" сценка лартрĕç.

Иртнĕ кунсенче Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсен ачисем çутçанталăкпа, вăрманпа паллашрĕç. Вăл чăн-чăн пуянлăх пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Ачасем тупмалли юмахсене шĕкĕлчерĕç, викторинăра ăсталăхпа палăрчĕç, кĕнеке выставкипе те кăсăкланса паллашрĕç.

Эрнелĕхре Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа "Читаем книги о войне" акци те иртрĕ. Çак вăхăтра вăрçă ачисем пирки çырнă произведенисене вуларăмăр. Вĕсене те, аслисене те мĕн тери йывăр пулнине аса илтĕмĕр. Районти "Централизациленĕ клуб системи" МБКУ директорĕ Мария Илларионова Л.Агаковăн "Ылтăн вăчăра" произведенине чуна пырса тивмелле вуласа пачĕ. Ачасем шăпăрт итлесе ларчĕç.

Эрнелĕх ачасемшĕн çав тери хаваслă иртрĕ. Вĕсем кĕнекесемпе тата ытларах туслашрĕç, çĕннисене вулама илчĕç.

Е.ПРОКОПЬЕВА,

ача-пăча библиотекин заведующийĕ



"Каçал Ен"
08 апреля 2015
14:23
Поделиться