Комсомольский муниципальный округ

Ентешрен - парне

Библиотекăсен кĕнеке фондне тăтăшах çĕнĕ изданисемпе пуянлатма час-часах май килмест. Çавна май районта пурăнакансем, ентешсем тĕрлĕ кĕнеке парнелени чăннипех пархатарлă.

"Библиотекăна кĕнеке парнеле" акци пуçланнине район хаçатĕнче пĕлтернĕччĕ. Çак акци кунран-кун вăй илсех пырать. Акă, иртнĕ канмалли кунсенче районти тĕп библиотекăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ентеш Кияметдин Мифтахутдинов тĕрлĕ кĕнекесемпе журналсем парнелерĕ. Экономика темисемпе, Чăваш Енри спорт кĕрешĕвĕн историйĕпе, аталанăвĕпе паллаштаракан, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар хулисен историне çутатакан кĕнекесем хăйсен вулаканне тупаççех. Ентеше пысăк парнешĕн чĕререн тав тăватпăр. Ыттисем те тĕслĕх илсе акцие хутшăнасса шанатпăр.

И.ЯДРОВА,

тĕп библиотека директорĕ



"Каçал Ен"
25 марта 2015
08:25
Поделиться