Комсомольский муниципальный округ

Кĕнеке вăл - тус, юлташ, ăс паракан

 Çĕнĕ Мăрат ял библиотеки "Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вуланакан кĕнеке" конкурса активлă хутшăнчĕ. Вулав залĕнче "Литературная Чувашия - 2013" ятлă выставка уçнă тата информаци бюллетенĕпе буклет кăларнă. Вĕсемпе пысăккисем те, пĕчĕккисем те кăмăлласах паллашаççĕ. Кураври 12 кĕнеке - ача-пăча валли çырнă хайлавсем. Калас пулать, кĕнеке тусĕсем вĕсемпе питĕ кăмăллă, вулама интереслĕ, ỹнерçĕсем илемлĕ ỹкерчĕксем кĕртес енĕпе нумай тăрăшнă. Кĕнекесене вуласан нумай лайăххине пĕлетĕн, тавра-курăм ỹсет. Вулавçăсене кĕнекесемпе тата та çывăхрах паллаштарас тĕллевпе вулавăшра, шкулта тишкерỹсем, калаçусем тата ытти тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Çĕнĕ Мăрат пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулĕнче "Ромашка" (воспитательсем Т.А. Петрова, О.А.Кириллова) ача садне çỹрекен ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе "Кĕнеке вăл - тус, юлташ, ăс паракан" ятпа литература сехечĕ иртрĕ. Ял вулавăшĕ йĕркеленипе пирĕн вулавçăсем çак конкурса кашни çулах питĕ хастар хутшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне А.Павловскаян "Вĕрене шывĕ те пылак", 1-мĕш кĕнеки, А.Кибечĕн "С мыслями наедине", В.Константиновăн "Кивĕ çăл вăрттăнлăхĕ", В.Эльбин "Пулас кинсем" кĕнекисемпе тата Ю.Скворцовăн ача-пăча валли çырнă "Вăлтари рак", Н.Ижендейĕн "Ырă ĕçсен команди", Н.Медюкован "Çĕнĕ çул парни", Л.Симонован "Маленькие беглецы" тата ытти кĕнекесемпе паллаштартăмăр. Малалла кĕçĕн çулхи ачасем Ю.Семендерĕн "Сехетсен çĕршывĕнче", М.Карягинан "Аптраман кăвакал", Б.Борленăн "Ташлакан юпа" кĕнекесенчи сăвăсене юратса итлерĕç. Сывпулашас умĕн пурте харăссăн кĕнекепе яланах туслă пулма, ăна упрама калаçса татăлчĕç.



"Каçал Ен"
18 марта 2015
17:11
Поделиться