Комсомольский муниципальный округ

Крымпа алла-аллăн

Кĕçнерникун, февралĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Крым Республикинчи ĕçлĕ визичĕ пуçланнă.

Симферопольте Чăваш Республикин Михаил Игнатьев ертсе кайнă официаллă делегацийĕ Крым Республикин Министрсен Канашĕн Председателĕпе Сергей Аксеновпа курнăçнă. Тĕлпулура регионсен икĕ еншĕн те усăллă ĕçтеш-лĕхне анлăлатассине сỹтсе явнă.

Михаил Игнатьев тата Сергей Аксенов ЧР Министрсен Кабинечĕ тата КР Министрсен Канашĕ суту-илỹпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăç тата культура енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве пурнăçламалли мероприятисен планне алă пуснă. Документра регионсен промышленноç продукцийĕпе тата ытти таварпа тивĕçтерекен хуçалăх субъекчĕсен ĕçтешлĕхне аталантармалли, Чăваш Енпе Крым промышленноç предприятийĕсемпе паллаштаракан информацие улăштарса илмелли, апат-çимĕç комплексĕн организацийĕсем, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем пĕр-пĕринпе тỹрĕ çыхăну тытмалли условисем йeркелессине, ытти ĕçе палăртнă.

Çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹ тунă, ăна Крымăн ĕçлев министрĕ Елена Романовская тата Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Викторов алă пуснă. Унсăр пуçне Çĕнĕ Шупашкар тата Феодоси хулисен тăванлăхĕ, Чăваш Республикинчи Патăрьел район администрацийĕпе Крым Республикинчи Бахчисарай районĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕ çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан ки-лĕшỹсене алă пуснă.



"Каçал Ен"
28 февраля 2015
12:01
Поделиться