Комсомольский муниципальный округ

Районти 3 ял тăрăхĕ - чи хăтлисен шутĕнче

Февралĕн 26-мĕшĕнче Минстрой чи хăтлă ял тăрăхĕсен конкурсĕн çĕнтерỹçисене палăртнă. Ăна пĕлтĕрхи кăтартусене шута илсе ирттернĕ. Унта 20 тăрăх хутшăннă.

Кăçал çĕнтерỹçĕсене хавхалантарма республика хыснинчен 1 миллион тенкĕ уйăрнă. Ял тăрăхĕсем унпа тĕллевлĕн усă курĕç, хăйсем пурăнакан вырăна татах хăтлăлатĕç.

Кăçал конкурсра 5 пин тата ытларах çын пурăнакан тăрăхсенчен Кỹкеç ял тăрăхĕ малти вырăна йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Пăрачкав тата Комсомольски ял тăрăхĕсем пайланă.

3 пинтен пуçласа 5 пин çын таран пурăнакан хутлăхсенчен мала Элĕк ял тăрăхĕ тухнă, иккĕмĕшне - Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхĕ, виççĕмĕшне - Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕ.

3 пин таран çын пурăнакан вырăнсенчен Шупашкар районĕнчи Çĕньял ял тăрăхĕ, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ял тăрăхĕ, Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ малти вырăнсене йышăннă.



"Каçал Ен"
28 февраля 2015
12:00
Поделиться