Комсомольский муниципальный округ

Воин-интернационалист ячĕпе - турнир

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче Афган вăрçинче пуçне хунă Виктор Тумакова асăнса кашни çулах волейбол турнирĕ иртет. Çакнашкал ăмăрту кăçал нарăсăн 21-мĕшĕнче пулчĕ. Комсомольски районĕнчи афганецсен совечĕн председателĕ В.Гаврилов, районти инвалид-афганецсен канашĕн председателĕ И.Сизов тата афган вăрçин ветеранĕсем А.Сорокин, М.Киргизов, В.Самаркин турнир уçнă çĕре хутшăнчĕç. Салам сăмахĕ каласа спортсменсене ăмăртура ăнăçу сунчĕç. Шкулта В.Тумаков ячĕпе уçнă асăну хăмиумне чечексем хучĕç.

Килнĕ хăнасем шкул ачисемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Ветерансем афган вăрçинче мĕн тỹссе ирттерме тивнине каласа пачĕç. Ачасене спортпа туслă пулмалли, çĕршыва хỹтĕлеме мĕн пĕчĕкрен хатĕрленмелли çинчен каларĕç. Тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р. Афанасьев тата Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.П. Андреева та хутшăнчĕç. Вĕсем афганецсем ачасене воспитани парас ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнине палăртса хăварчĕç, яланах çĕр çинче мирлĕ пурнăç пултăр терĕç.

Ăмăртăва сакăр команда хутшăнчĕ. Выçли ялĕнче спорта юратакан çамрăк чылай, вĕсем каçсерен шкул спорт залĕнче пухăнса тренировкăсем ирттереççĕ. Ку турнира вĕсем икĕ команда тăратнă.

Тăманлă Выçли шкул ачисем те турнира хутшăнчĕç. Çĕнĕ Мăрат ялĕнчен икĕ команда, Шурутран шкул ачисен, ял çамрăкĕсен тата Чĕчкен ял çамрăкĕсен командисем килсе çитнĕ. Командăсем хушшинче тупăшу çивĕч иртрĕ. Чĕчкен ялĕн çамрăкĕсем çĕнтерсе куçса çỹрекен кубок хуçисем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Шурут вăтам шкулĕн ачисем, Çĕнĕ Мăрат ял çамрă-кĕсем - виççĕмĕш вырăнта. Турнира йĕркелекенсем çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Тăманлă Выçли шкул дирекцийĕ вăйă ирттерме пулăшнă спонсорсене, район администрацийĕн пуçлăхне М.Р. Афанасьева, уйрăм предпринимательсене А.В. Ильина, Л.А. Киргизова, Г.В. Краснов бригадине, М.А. Киргизов воин-интернационалиста, "Пайгас" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçине В.И. Фадеева чĕререн тав тăвать.



"Каçал Ен"
28 февраля 2015
11:39
Поделиться