Комсомольский муниципальный округ

Кĕнеке парнеле

Хисеплĕ Комсомольски район çыннисем!

2015 çул - Литература çулталăкĕ. Кăçал кĕнеке тусĕсен йышĕ ỹсессе, классикăна тата хальхи литературăна ытларах кăсăкланса вуласса шанатпăр. Пирĕн алăк вулакансемшĕн яланах уçă. Кашни килтех вуласа тухнă кĕнеке нумай. Эсир вĕсене библиотекăна парнелесе нумай вулама юратакана савăнăç кỹретĕр. "Меценат пулса библиотекăна кĕнеке парнеле" акцие кашниех хастар хутшăнасса шанатпăр.

Сире çак адреспа кĕтетпĕр: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 54 "а" çурт, районти тĕп библиотека.



"Каçал Ен"
25 февраля 2015
09:01
Поделиться