Комсомольский муниципальный округ

Ачасем маттур

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕпе февралĕн 23-мĕшĕсенче Александровка тĕп шкулĕнче хỹтĕлевпе спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пычĕ. Шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç: шашка турнирĕ, тĕл пересси, эстафета, йĕлтĕрпе ăмăртасси, волейбол, баскетбол вăййисен ăмăртăвĕсем, тĕрлĕ конкурссем, класс тулашĕнчи сехетсем. Рыцарьсен турнирне икĕ команда хутшăнчĕ. Хĕрỹ тупăшура Роман Буланков команди мала тухрĕ. Кашни класс юрăсем юрласа та ăмăртрĕ. Жюри членĕсем конкурссене тĕрлĕ номинацисемпе хакларĕç. М.Шишкина библиотекарь уйăхлăха халалласа кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Сочиненисен конкурсĕнче Никита Алексеев ăсталăхпа палăрнă. "Ман герой - Г.К.Жуков" темăна суйласа илнĕ вăл. Хайлава Аслă Çĕнтерĕве те халалланă.

2-мĕш класра вĕренекен Никита Васильев хайлавĕнче кукамăшĕн кун-çулĕпе паллаштарать. Унăн асламăшĕ - Елена Васильевна Егорова - паллă трактористка пулнă. Çитес кунсенче тата нумай мероприяти йĕркелеме палăртнă. Ачасем вĕренỹре çеç мар, конкурсемпе спорт ăмăртăвĕсенче те хастар. Кунта, паллах, физкультура учителĕн Татьяна Волкован тăрăшулăхне палăртса хăвармалла.



"Каçал Ен"
21 февраля 2015
14:12
Поделиться